08 апреля 2016 г.
АПРЕЛĔН 1-мĕшĕ çынсемшĕн кулăш кунĕ пулнипе çеç палăрса тăмасть. Шăп та лăп çак кунтан пуçласа Тăван çĕршыва хỹтĕлеме каякан салтаксемшĕн çуркуннехи призыв кампанийĕ те пуçланать. Вăл июль уйăхĕчченех тăсăлĕ. Çак кунсенче районти призыв комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта шăпах 18 çул тултарса çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама хатĕр яшсене чĕннĕ. Комисси умне тухнă вăтăр каччăран çирĕмĕшĕн май уявĕсем хыççăнах салтак аттине тăхăнма ят тухĕ. Урăхла каласан, малтанхи ушкăна районти çар комиссариачĕ умĕнчен тăван-пĕ-тенĕпе, юлташ-пĕлĕшĕпе пĕрле ыр сунса, пехиллесе, ал сулса ăсатиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç.
Сăмах май, кăçалхи çуркуннехи призывра тĕрлĕ- рен чаçре 107 ĕн присяга йышăнĕç. Вĕсенчен 70 ытларахăшĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)