08 апреля 2016 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, организаци, предприяти, учреждени, мĕнпур харпăрлăх формин руководителĕсемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ анлă канаш- лура паянхи кун районта пурăнакансемпе татса памалли чи çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç. Ларăва район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.
Канашлун кун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри _ çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пысăк ыйту кăларса тăратакан пушар хăрушсăрлăхĕ. Районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕн Андрей Тукмаковăн кĕске информацийĕнчен çакă паллă пулчĕ: кăçалхи пĕрремĕш кварталта пушарниксем çичĕ хутчен вутпа куçа-куçăн кĕрешнĕ, инкекре пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă, пĕри аманнă. Вут-кăварпа çыхăннă пăтăрмахсен тата синкер- лĕхпе çыхăннă тĕслĕхсен шучĕ иртнĕ çулхинчен сахалтарах пулни вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнассипе ĕç-пуçа хавшатмаллине пĕлтермест. Çывăх вăхăтра, акă, çанталăк типшĕрсе пынă май, унта та кунта типĕ çулçăсене, çỹп-çапа çунтарма пикенеççĕ. Вăл вара шăпах пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Андрей Валентинович хăйĕн сăмахĕнче çуркуннехи-çуллахи тап- хăрта пушшех те асăрханулăха пысăклатмаллине каларĕ.
Анлă ларура район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕ- семпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов хăйĕн сăмахĕнче умра тăракан май уявĕсене чыслăн та хисеплĕн кĕтсе илесси, вĕсене çỹллĕ шайра ирттерсе ярасси пирки ыйтăва çивĕчлетрĕ. Ку тĕлĕшпе районта Ĕç çынни çулталăкне халалланă мероприятисен планĕ пĕчĕк мар: вырăнсенчи митингсенчен, концертсемпе театрализациленĕ представленисенчен пуçласа Патăрьелĕнче ĕç Паттăрĕсен аллейине уçни таранах.
Республикăра "Ачасемшĕн _ ачасем ячĕпе" марафон пынă май, кашни планеркăра тенĕ пекех ку тĕлĕшпе пирĕн район мĕнле хастарлăх кăтартнине хускатаççĕ. Хальхинче те çак ыйту айккинче юлмарĕ. Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсем ятарлă счет çине 260 пин тенкĕ укçа куçарнă. Çакă, паллах, чикĕ мар. Марат Минсеитович ыркăмăллăхшăн, пирĕн пулас ăру аталанăвĕшĕн тата ытларах пикенмеллине палăртрĕ.
Урамра çурхи шыв-шур тапхăрĕ пынă май, асăрханулăх, пăр çинчи тимлĕх, хĕл ыйхинчен вăраннă ялсене тирпей-илем кĕртес, йывăçсемпе тĕмсем лартса хăварас, хамăр пурăнакан тавралăха ешĕл сĕм парас ыйтусене те çивĕчлетрĕç. Район экологĕ К. Михайловская çывăх вăхăтра районта Йывăç кунĕсене ирттерес пирки те пĕлтерчĕ.
Ларура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сỹтсе яврĕç.
Н. МАЗЯКОВА.
Ку таранччен районта 7 пушар пулнă, унта 1 çын вилнĕ, пĕри _ аманнă
"Ачасемшĕн _ ачасем ячĕпе" марафона хутшăнса 260 пин тенкĕ укçа пуçтарнă
Апрелĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа майăн 6-мĕшĕччен _ Йывăç кунĕсем
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)