АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ

08 апреля 2016 г.

Апрелĕн 5-мĕшĕнче пирĕн районта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регионти уйрăмĕн секретарĕ Н. Малов пулчĕ.

Николай Владимирович малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулса калаçрĕ, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси, ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси, халăха медицина çăмăллăхĕпе тивĕçтересси мĕнле пынипе кăсăкланчĕ.

Патăрьел тăрăхĕнче пулнă май, Н. Малов район администраци пуçлăхĕ Р. Селивановпа пĕрле ра- йонта йĕркеленĕ "Çулталăк учителĕ" конкурсăн финалти ăмăртăвне хупнă çĕре хутшăнчĕ, районти тĕп больницăн активĕпе курнăçса калаçрĕ, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене итлерĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ пирĕн района пушă алăпа та килмен. Вĕрентỹ тата медицина сферисенче тăрăшса ĕçлекен хастарсене Республикăри Патшалăх Канашĕн тата Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн Тав çырăвне парса чыс турĕ.

(Ỹкерчĕкре унăн саманчĕ).

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика