АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем, хаксем, социаллă ыйтусем тавра

08 апреля 2016 г.

 Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ службăсен ертỹçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Регион Ертỹçи Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйлассипе йĕркелесе ирттермелли пулăшу çинчен Хушăва алă пусса çирĕплетни пирки ырă хыпар пĕлтернĕ.

Палăртса хăваратпăр, кăçал суйлав авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртĕ. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков асăннă ĕç хучĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. "Витĕм кỹни пĕлтерĕшлĕ, 2016 çулта иртекен суйлав çăмăлах пулмĕ. Пурин те яваплăха туйса ĕçе пурнăçламалла", _ тенĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суйлав уçăмлă тата саккунпа килĕшỹллĕн иртмеллине çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Канашлура тĕрлĕ категорире тăракан граждансене социаллă пулăшусене тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем тавра та сăмах пуçарнă. Чăваш Е

н Правительстви хăй çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса туллин тивĕçтернине, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех татса панине каланă. Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта пĕтĕмпе 346,4 пин çын тĕрлĕ социаллă пулăшусене илет, вĕсенчен 309,3 пин çын ЖКХ пайне тỹлесе пыма патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ, 2016 çулта пĕтĕмпе кăрлач-пуш уйăхĕсенче 431,9 млн тăкакланă. Кунсăр пуçне ачасем çуралнăшăн та сахал мар укçа-тенкĕ патшалăх куçарать. Чăваш Енре пурăнакан 90,3 пин ачашăн пособи куçарса панă, мĕн пур ачасенчен 30 проценчĕ шутланать.

Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина пурĕ регионта социаллă пĕлте- рĕшлĕ пулăшусемпе тивĕçтерме республика хыснинчен 11 млрд тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 219,6 пин вăрçă тата ĕç ветеранне шута илнĕ. Вĕсенчен 46,7 пин ветеран Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăрăшнипе, ĕç стажне пăхса, "Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçлĕ пулнă. Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хỹт-лĕх министерствине социаллă пулăшусем пирки ырă хыпарсене вăхăтра халăх патне илсе çитермеллине каланă.

Чăваш Республикин Çут çанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Сергей Павлов республикăра ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕ таран тавралăха тирпей-илем кỹрессипе ятарлă тĕрлĕ акци ирттерессине палăртнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин социаллă пĕлтерĕш- лĕ таварсен хакĕсем пирки тĕп- лĕн чарăнса тăнă. Таварсен хакне илес пулсан Чăваш Ен Федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсем хушшинче палăртнă кăтартупа 7-мĕш вырăнта.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов патшалăх уйăракан пулăшусем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Пулăшусене ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансем патне вăхăтра илсе çитернине асăннă. Кăçалхи çул РФ Ял хуçалăх министерстви пирĕн региона 505 млн тенкĕ куçарма йышăннă, вĕсенчен ака уйăхĕнче 268 млн 970 пин тенкĕ куçарса пама та ĕлкĕрнĕ. Нарăс тата пуш уйăхĕнче куçнă пулăшусемпе туллин усă курнă тесе пĕлтернĕ министр.

(ЧР официаллă влаç порталĕнчен)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика