АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăв мĕнле _ ачу çапла

08 апреля 2016 г.

 7 çулхи ачан пурнăçĕнче шкула çỹреме пуçласан пысăк улшăнусем пулаççĕ. Кун йĕрки урăхланать, ĕçсемпе тивĕçсем хутшăнаççĕ. Ăс-тăн, кăмăл-туйăм çи- рĕпленет.

Шкулта ача куллен хăй тĕллĕн ĕçлеме, вĕренме, тимлĕ те тирпейлĕ пулма хăнăхать. Вăхăта хаклама, унпа пĕлсе усă курма тăрăшать. Мĕн курни-илтнине, вĕреннине астуса юлма, йĕркипе каласа пама, пулăмсене хаклама пултарать. 7-11 çулсенче хăйсенчен кĕçĕннисене пулăшас, вĕсене шеллес туйăм аталанать. Çитĕнекен ăру пурнăç çине тинкерсе пăхма, ырăпа усала, лайăхпа начара уйăрма, суяпа ултава хирĕç тăма тăрăшать.

Вĕренĕвĕн пĕрремĕш çулĕнче ачасен килти воспитанин ырă енĕсемпе çитменлĕхĕсем уççăн палăраççĕ. Хăшĕ-пĕрин хăйсене ыттисенчен лайăхрах тесе юратни, аслисене итлеме, хисеплеме хăнăхманни, тỹрккесрех пулни, ĕçе çийĕнчех тума юратманни сисĕнет. Вĕсене ушкăна кĕрсе кайма йывăртарах. Педагогăн сахал мар ĕçлеме тивет вара. Шкула çỹреме пуçласанах ашшĕ-амăшĕн ачана кашни ĕçе тума ытлашши пулăшма хăнăхтармалла мар. Хăй тĕллĕн ларма вĕрентмелле. Ăнланманнине çеç ăнлантармалла. Ăнăçусемшĕн хавхалантармалла.

Ача килте ашшĕ-амăшĕнчен, аслисенчен нумай ыррине илет пулсан, вĕрентекене ĕçлеме çăмăлрах. Çавăн чухне çитĕнỹ-сем те нумайрах пулаççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Çемьере усал сăмах янратсан, пĕр-пĕрне хисеплемесен, улталасан, суясси йăлана кĕнĕ пулсан ачи те усал, тỹрккес çитĕнме пултарать. Суйма юрамасть тесе çĕр хут калани ниме те пĕлтермест. Аслисем ырă тĕслĕхлĕ пулсан çеç ачасенчен лайăххине кĕтсе илме пулать, пуласлăха шанма май пур. Ачасен психики çирĕп, ăс-тăн, пĕлỹ тарăн пуласси аслисенчен нумай килет. "Ырă йывăçран ырă çимĕç" тенине яланах асра тытасчĕ.

О. ТУКМАКОВА, Çĕнĕ Ахпỹрт шкулĕнчи кĕçĕн классене вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика