АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи субботникĕ

08 апреля 2016 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 0213-2926 номерлĕ хушăвне пурнăçласа, ЧР Çут çанталăк пуянлăхĕсен тата экологи министерстви çакăн çинчен пĕлтерет: кăçалхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕпе çу уйăхĕн 21-мĕшĕ хушшинчи тап- хăрта "Симĕс çуркунне" ятпа Пĕтĕм Раççейре экологи субботникĕ иртет. Ку мероприятие Раççейри пур регионсем те хутшăнаççĕ, вăл пынă вăхăтра территорисене çỹп-çапран тасатаççĕ, йывăçсем лартаççĕ, чечексем ĕрчетеççĕ, хут-хăмăрпа тимĕр-тăмăр пухаççĕ, кунпа пĕрлех çỹп-çапа уйрăммăн пуçтараççĕ, çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, халăхăн сахал тупăш илекен сийĕсене пулăшмалли акцисем, вĕрентỹ учрежденийĕсенче "Чи лайăх экологи урокĕ-2016" конкурс çĕнтерỹçисен материалĕсем тăрăх экологи çутлăхĕн урокĕ-сем, Раççейри кино çулталăкне халалласа экологи тематикине тĕпе хурса ỹкернĕ кĕске метражлă видеосюжетсен конкурсĕ ирттереççĕ.

"Симĕс çуркунне" Пĕтĕм Раççейри экологи субботникĕн тата видеосюжетсен конкурсĕн çĕнтерỹçисене экологи кунне халалласа Мускавра утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирттерекен савăнăçлă мероприятире чыслаççĕ.

Пĕтĕм Раççейри экологи субботникне экологи хăрушсăрлă- хĕнчен хỹтĕленес тĕллевпе Чă-ваш Республикинче 2016 çулта ирттерекен хỹтлĕх кунĕсен планне кĕртнĕ.

Çак тапхăрта тунă ĕçсен отчетне тата сăн ỹкерчĕксене кăçалхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнчен кая юлмасăр minpriroda.ru@cap.ru электрон адреспа ярса пама ыйтатпăр.

Сăмах май...

Апрелĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕнче структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, предприяти-организаци руководителĕсемпе ирттернĕ анлă канашлура район экологĕ К. Михайловская апрелĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа майăн 6-мĕшĕччен районта Йывăç кунĕсем ирттернине пĕлтерчĕ. Çак тапхăрта экологи субботникĕсем кашни ял тăрăхĕсенчех иртĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика