08 апреля 2016 г.
Раççейре малта пыракан экспертсен пĕрлешĕвĕ Раççей Федерацийĕнчи регионсен пуçлăхĕсен ĕç тухăçлăхне пĕтĕмĕшле хакланă. Рейтинг кăтартăвĕ тăрăх, ертỹçĕсене виçĕ ушкăна пайланă.
Пĕрремĕшсем (1-20) "питĕ вăйлă витĕм кỹ- рекеннисем", иккĕмĕшсем (21-50) "вăйлă витĕм кỹрекеннисем", виççĕмĕшсем (51-85) "вăтам витĕм кỹрекеннисем" тесе хакланă. Экономикăпа политика коммуникацийĕсен агенстви 2016 çулта пуш уйăхĕнче кулленхи рейтинг пĕтĕмле- тĕвне пичетлесе кăларнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн кăтартăвне нарăс уйăхĕнчи виçерен самай лайăхлатнă, вăл тата та çỹлерех вырăна çĕкленнĕ, 5,25 балл пухса малтанхи рейтинг кăтартăвне 3 карт ỹстернĕ, Раççейри вăйлă витĕм кỹрекен губернаторсен шутне кĕнĕ. Кăтартăва федерацин Атăлçи округне кĕрекен рейтингсен пуçлăхĕсем хушшинче Чăваш Ен Ертỹçи Михаил Игнатьев 7-мĕш вырăнта тăрать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)