АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаклă вулакан! "Авангардпа" утар пĕр тан!

08 апреля 2016 г.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен массăллă информаци хатĕрĕсене 2016 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнтармалли тапхăр старт илчĕ. Вулаканăмăра маларах район хаçачĕн хакĕ ỹсме пултарасса та асăрхаттарнăччĕ. Иртнĕ çур çулхипе танлаштарсан вăл темиçе тенкĕ çеç ỹсрĕ. Паян "Авангарда" почта çыхăну уйрăмĕсем урлă 387 тенкĕпе çырăнма пулать. Çакна та палăртса хăвармалла. Пилĕк пин ытла тиражпа çапăнса тухакан район хаçачĕ Раççей Почтин хаçата вулакан патне çитерес тĕлĕшпе çăмăллатнă условине хутшăннăран та эсир эрнере икĕ хутчен кĕтекен "чун апачĕ" 16 тенке яхăн çеç ỹсрĕ. Хака иртнĕ çулхи пекех хăварас терĕмĕр, çапах та Почта России бензин хак- ланнине пула ăна ỹстерес терĕ. "Чăвашпичет" киоскĕнчен тата альтернативлă майпа илсе тăракансем ăна унчченхи пекех 150 тенкĕпе çырăнма пултараççĕ.

Хаклă вулаканăмăрсем! Кучухне укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен çăмăл мар тапхăрта чылайăшĕ ăна перекетлеме те, кирлĕрех тĕллевпе усă курма та пултарĕ. Çапах та йывăрлăха парăнтарар, "Авангардпа" пĕр тан утар!

Хаçат редакцийĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика