08 апреля 2016 г.
_ Сывлăх _ чи хаклă пуянлăх. Ăна тĕрĕслеттерес тесен мĕнрен пуçламалла-ха? Диспансеризацинчен.
Çакнашкал тĕрĕслеве 2013 çулта пуçăнтăмăр. Диспансеризаци инфекциллĕ мар чирсене вăхăтра тупса палăртма пулăшать. Çакă сусăрланасран сыхлать е вилĕмрен хăтăлма май парать. Чир шала каясран сиплеве пуçлама пулать. Тĕрĕс мар апатланни те 80 ытла чире пуçарса яма пултарать-çке. Юнра холестерин шайĕ ытларах пулни вара чĕрен ишеми чирĕ патне илсе çитерме пултарать, вилĕм патне утăм тăвасси те инçе мар. Пурнăçра сахал хускану тăваканăн чĕрепе юн тымарĕсем хавшани палăраççĕ, сахăр диабечĕ аптратма пултарать вĕсене. Ĕçлекен çыннăн шухăшĕ урăххи çине куçать, унăн организмне стресс хавшатасси çукрах. Пăлханчăк кăмăл та сирĕлет кун пек чухне.
Юн пусăмĕ ỹсекенсен инфаркт е инсульт пулас хăрушлăх пур. Пỹре ĕçне те хавшатать çакă.
Ỹт ытларах хушни те савăнтармасть. Сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, усал шыçăсен чирĕсем çулăхас хăрушлăх пур. Пирус туртакансене каярахпа вар-хырăмĕ йĕркеллĕ ĕçлеменни, сывлав органĕсем хавшани, пуç мими анрани сехĕрлентерме кирлех. Вĕсен сăн-пичĕ те улшăнать, шăлĕсем тĕсрен каяççĕ.
Татти-сыпписĕр эрех ĕçни психикăна пăсать, тытамак тытма пултарать, пĕвер те арканать. Иммун системи хавшаса пынăран инфекциллĕ чирсем аптратма пуçлаççĕ. Çавăнпа та сирĕн тулли çулăр 3 цифра çине пайланать пулсан, больницăна çитсе диспансеризаци тухма васкăр. Кăçалхи 3 уйăхра районти 2000 çын диспансеризаци тухнă. Вĕсенче 414 чир тупса палăртнă. 134-шĕн юн çаврăнăшĕ тĕрĕсмартан, 95-шĕн эндокрин системинчен, 43-шĕн апат ирĕлĕвĕ япăхран... сипленмелле. Тĕрĕс мар апатланни чирлисен 48 процентĕнче палăрнă. Ытларах ỹт хушакансем 35 процент пулнă. Тĕрĕслев вĕсен диагнозне лартма тата сиплеве пуçăнма май пачĕ те.
Çавăнпа та сывлăх çине тимлĕрех пăхма пуçăнмаллах.
Сывă çын _ çунатлă çын
Сывлăх пулсан пурте пулать
Чи лайăх эмел _ ыйхă
(Ваттисен сăмахĕсем)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)