АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хапăл тăвар хăнасене _ "симĕс калпаклисене"

12 апреля 2016 г.

Патăрьел район çыннисем кирек мĕнле хăнана та тарават, ăшă. Аякран çула тухакансене чылай чухне ĕлĕкхи йăла-йĕркепе çăкăр-тăварпах кĕтсе илесси _ ырă йăлара. Ун çумне вара чи кирли те пĕлтерĕшли _ чун-чĕререн шăранса тухакан ăшă сăмахсемпе савăк кăмăл. Çак кунсенче Çĕнтерỹ уявĕ 71 çул тултарнине халаллакан концерт авторĕсене те районта хапăл тума хатĕрленеççĕ. Пушкăрт республикинчи "Симĕс беретсем" чаплă ансамбль хастарĕсем тĕрлĕ вăрçăра пуç хунă салтаксен паттăрлăхне асра тытса тата çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе йĕркеленĕ пуян концерт программипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак уйăхăн 13 _ 14 числисенче пулма хатĕрленеççĕ. Малтанхи кунĕн-че шкулсенче, иккĕмĕшĕнче вара каçхине 18 сехетре районти культура çуртĕнче куракансене савăнтарма ĕмĕтленеççĕ. Концертсенче пуçтарăннă укçи-тенкине артистсем яланхи пекех ыркăмăллăх тĕллевĕпе усă курма шутлаççĕ. Урăхла каласан палăксем, мемориал хăмисем уçнă çĕре тата ытти те. Концерт программи пуян, çав вăхăтрах хакĕ те "çыртмасть" _ 100 тенкĕ çеç. Çавăнпа та хапăл тăвăр йыхрава, кайса курăр концерта!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика