АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта _ халăх пурнăçне лайăхлатасси

12 апреля 2016 г.

 ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 37-мĕш сессийĕнче (апрелĕн 7-мĕшĕ) ĕçлĕ лару-тăру хуçаланчĕ. Кун йĕркинчи 25 ыйтуран тĕпре республика Пуçлăхĕ Чă- ваш Ен Правительствин 2015 çулхи ĕçĕ çинчен отчет пулчĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне çĕршыври пĕтĕмĕшле лару-тăру çăмăл маррине палăртнинчен пуçларĕ. Çакăн витĕмĕ, паллах, Чăваш Енре те сисĕнет. Апла пулин те иртнĕ çул республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 44,4 млрд тенкĕпе танлашнă, ăна туллин пурнăçланă. Хамăрăн 29,2 млрд тенке çитнĕ тупăшсем хушăнса пыни уйрăмах кăмăллă.

Михаил Васильевич Чăваш Енри предприятисем паян хăйсен продукцине чикĕ леш енне те нумай ăсатнине кăмăллăн палăртрĕ. Пестицидсем, водород перекиçĕ, электротехника, "АККОНД" канфечĕсем тата ыт. те _ пирĕн предприятисем хăйсен продукцине тĕнчери 85 çĕршыва сутаççĕ. Çĕнĕ производствăсем уçăлни _ ырă пулăм. Хĕвел батарейисем, жгут-проводсем, силиконакрил эмальсем, керамика изделийĕсем..._ çĕнĕ продукци списокĕ çакăнпа кăна вĕçленмест. Предприятисем производствăна аталантараççĕ. Çапах хăш-пĕр предприятире йывăрлăх пуррине кура (сăмах "Трактор завочĕсем" пирки пырать-тăр)

Михаил Игнатьев республикăри ĕçсĕрлĕх шайĕ 7 процента çитме пултарас хăрушлăх пуррине пытармарĕ, пирĕн ĕç-пуç çакнашкал япăх сценарипе аталанасран сыхланса пĕтĕмпех тумалла.

Агропромышленность комплексĕ пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. Çитĕнỹсем пирки кăна мар. Усă курман çĕрсен лаптăкĕ çав-çавах пысăк-ха _ "кашни гектара çаврăнăша кĕртмелле". Михаил Васильевич шухăшĕпе _ Чăваш Енре сĕт туса илес енĕпе çине тăрса ĕçлемелли майсем анлă. Сĕт _ ялти яланах укçа кĕрекен çăлкуç. Раççейре сĕт дефицичĕ 8 млн тоннăпа танлашнине шута илсен ку енĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле. Хальлĕхе вара республикăра кашни ĕнерен илекен вăтам сăвăм 4860 кг танлашать. Сакăр район 5 пинлĕ чикĕ урлă каçнă.

Çулсем тăвасси, вĕсене юсасси çине те алă сулман. Цифрăсене асăннă май Михаил Васильевич юлашки вăхăтра республикăри çулсем япăхланнин сăлтавĕ çинче те чарăнса тăчĕ. "Кăçалхи хĕлле температура улшăнăвĕ _ минусран плюса çаврăнни _ 21 хут пулнă. Çавна май çулсем сиенленнĕ. Усă куракан технологисем çанталăк çапла улшăнса тăнине тивĕçтермеççĕ. Эппин, çĕнĕ технологисем кирлĕ. Вĕсене хатĕрлеççĕ, анчах ку çулсем тăвассине татах хаклатĕ".

Çурт-йĕр тăвасси, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, демографипе çыхăннă ырă туртăмсем, Чăваш Ен спорт-сменĕсен Раççейĕн пĕрлештернĕ командисенчи йышĕ ỹссе пыни, туризм _ докладра пĕр тема та сиксе юлмарĕ. Çапах коррупци пирки Михаил Васильевич пусăм туса калаçу пуçарчĕ. "Интерессен хирĕçтăрăвĕнчен сыхланасси, муниципалитетсен тата патшалăх нушисем валли тĕрлĕ тавар туяннă, çĕр лаптăкĕсене панă чух "откат" илессипе кĕрешесси, коррупционерсем хăйсен пурлăхĕпе явап тытмалли мерăсем йышăнасси _ çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем". Ку темăна асăрхаттарнăн вĕçлерĕ: "Влаç органĕсен должноçри çыннисен коррупцишĕн явап тытма тивессине пĕлсе тăмалла".

Доклада вăл влаçăн тĕп тĕллевне çынсен пурнăçне лайăхлатассинче курнине аса илтернипе вĕçлерĕ.

Регламентпа килĕшỹллĕн парламентри кашни фракцирен темиçешер ыйту пачĕç. Парламент отчета ырларĕ _ малалла ĕçлерĕ. Кун йĕркинче _ ЧР Конституцине, республикăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан, ытти саккун проекчĕсем.

Хаклав

Юрий НИКИТИН, район администрацийĕн ял хуçалăх, çĕр, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ:

_ Иртнĕ эрнере республикăра черетлĕ 37-мĕш сесси иртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев унта Министрсен Кабинечĕн ĕçне тишкернипе пĕрлех малашне епле ĕçлесси пирки те чарăнса тăчĕ. Мĕн пур отрасле, уйрăмах ял хуçалăх ыйтăвĕсене тĕплĕ пăхса тухса хак пани килĕшрĕ. Республика Пуçлăхĕшĕн агропромышленность комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕ питĕ çывăх, çавна май ял çыннин пурнăçне тата лайăхлатассишĕн тăрăшни докладра палăрчĕ. Çĕр ĕçченĕшĕн малашне çăмăллăхсем пуласса шансах тăратпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика