АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакĕ йỹнелнĕрен ял çыннин чунĕ ыратать

12 апреля 2016 г.

Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕшĕн пĕртен-пĕр тупăш çăл куçĕ сĕт шутланать. Унран укçа кĕртиччен самай тар тăкма тивет пулин те халь уйрăм хуçалăхсенче 3-4 е ытларах ĕне усракан та пур. Ĕç вырăнĕ çукран, укçи вара кулленех кирлĕрен йывăрлăхран тухас тесе выльăх-чĕр- лĕх усрама тивет.

Шел пулин те, çак продукци çеç, ытти таварсем хакланнă вăхăтра, йỹнелнĕçем-йỹнелсе пырать. Хĕлле 20 тенкĕ ытларах пулчĕ-ха, анчах вăл нумаях тытăнса тăмарĕ. Ĕнесем пăрулама пуçласанах чакма пуçларĕ. Паян унăн вăтам хакĕ 16,5 тенкĕ. Пĕр Сăкăт ял тăрăхĕнче çеç 19 тенкĕпе туянаççĕ. Кунта "шурă ылтăна" "Красное знамя" ял хуçалăх кооперативĕ те пухать, вăл вара ăна ятарлă холодильникре сивĕтнĕ хыççăн тин сутать. Çакă шăпах хака витĕм кỹрет те ĕнтĕ. Тата тепĕр сăлтавĕ _ кỹршĕ Çĕпрел районĕнчи предприниматель Сăкăта çул хывни. Конкуренци пурри те продукцие йỹнелме памасть. Ытти çĕрте вара сĕт хăйĕн хакне çухатса та çухатса пырать. Тен, çавăнпах пуль, хăшĕ-пĕри шыв хушать те ĕнтĕ. Çакăн пек туса çынсене кăна мар, хамăра-хамăр та улталатпăр. Мĕншĕн тесен паян хăйма та килте уйăрмастпăр, çу та уçламастпăр, хамăр патшалăха суйса сутнă сĕтренех хатĕрленĕ таварсене туянатпăр.

Ятарласа тунă графикпа килĕшỹллĕн февраль, март уйăхĕсенче районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци специалисчĕсем ялсенче сĕтсене тĕрĕсленĕ. Пурĕ 746 проба илнĕ, "Клевер-2" аппаратпа пăхнă хыççăн 191-не "авлантарни" палăрнă. Сăмах май, çак аппарат шыв миçе процент хушнине, çу хисепне, белока тỹрех экран çинче кăтартать.

_ Кашни ялтан илнĕ тĕрĕслев- сене пĕтĕмлетсе çакна каламалла: сĕтри шыв хисепĕ 3 процентран пуçласа 26,6 процент таран. Кăтартусем тăрăх, Шăнкăртам ял тăрăхĕнче илнĕ 50 пробăран çуррине _ 25-не (!) _ шыв хушнă. Ыхра Çырминче вара Р. Вахитов предпринимателе сĕт сутакан 11 çынран çиччĕшĕ (73 процент) паха продукцие "авлантарнă". Тутар Сăкăтĕнче, Сăкăтра, Туçара, Кивĕ Ахпỹртре, Козловкăпа Пăлакассинче илнĕ пробăсенчен 47 процентĕнче шыв тухрĕ. Первомайски, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ ял тăрăхĕсенче ку кăтарту 15-12 процентпа танлашать, _ тет районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин пĕрремĕш категориллĕ ветеринари врачĕ З. Самакина.

Сĕт хакĕ юлашки çулсенче çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Иртнĕ çул ăна килĕшỹпе туянасси, çу хисепне кура тỹ- лесси пирки те республика ша- йĕнчех калаçрĕç. Анчах хăш-пĕр сăлтавсене пула ун пек ниепле те тума май çук иккен. Акă, çу хисепне кура тỹлес тесен "ылтăн шĕвеке" пухакан предпринимательсен ятарласа бухгалтер тытма тивет. Тата тепĕр çитменлĕх те пур: хăш-пĕр ĕнен сĕчĕн çу хисепĕ, нимĕн те хушмасан та, пĕчĕк. Кун пек чухне вара мĕн тумалла? Шывпа шĕветменнине пĕлсе тăрсах çак пысăк выльăха тытаканăн ыттисенчен сахалтарах укçа илес килмест-çке. Паян предпринимательсене хăйсене сĕт-çу завочĕсем сĕтри çу хисепне кура тỹлесен те халăха литрне кура укçа пама тивет.

_ Нумай пулмасть пĕр предпринимательпе сĕт хакĕ пирки калаçма тиврĕ. Эпĕ унран кашни литр сĕтрен миçе тенкĕ кĕнине ыйтрăм. Вăл пĕр тенкĕ, пĕр тенкĕ те 20 пус таран хăйне юлнине каларĕ. Ĕнесене антибиотикпа укол тунипе антитела тухсан сĕте йỹнĕпех парса хăварма тивнине пĕлтерчĕ.

Пĕр витре сĕтшĕн мĕн чухлĕ тăкак! Халăха укçа кирлĕ _ ăнланатăп, анчах шыв хушнипе малалла та каяймастăн, _ терĕ районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов пăшăрханса. Пĕр литр сĕт организмшăн сиенлĕ пепсикола хакĕнчен те йỹнĕ пулни ял çыннин чĕрине ыраттарать, çулла ĕнесем хире тухни, симĕс курăк çини, çавна май "ылтăн шĕвеке" ытларах пама тытăнни çеç кăшт лăплантарать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика