АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ДЕПУТАТСЕМ ВĂТĂР ЫЙТУ ПĂХСА ТУХНĂ

12 апреля 2016 г.

 Иртнĕ эрнекун, апрелĕн 8-мĕшĕнче пулнă район депутачĕсен VI созыври V ларăвĕнче "халăх тарçисем" 2015 çулхи бюджета мĕнле пурнăçлани пирки отчетсем итленĕ, муниципаллă программăсене мĕнле пурнăçа кĕртни, районти контрольпе счет органĕн, район полицийĕн ĕçĕсем тата ытти пирки те сỹтсе явнă.

Ларăва район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокуратурин представителĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, предприяти, организаци, районти мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисем хутшăннă.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвне Михаил Петров ертсе пынă.

Чăн малтанах ларăва хутшăннисем финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова район депутачĕсен Пухăвĕн "2016 çулхи район бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртни пирки каланине итленĕ. Докладран çакă паллă: район бюджечĕн тупăш пайĕ 10,6 миллион тенкĕ ỹсет. Вăл шутра республика бюджетĕнчен тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 8,3 миллион тенкĕ тата хамăрăн тупăш _2,2 миллион.

Социаллă ыйтусене татса панă чухнехи расхутсем 7,4 миллион тенкĕ пысăкланаççĕ. Укçа-тенкĕ Еншикри пуçламăш шкул-ача садне тĕпрен юсанă çĕре, Первомайскинчи, Аслă Чементи вăтам шкулсенче, Патăрьелĕнчи "Центральнăй" ача садĕнче видеосăнав вырнаçтарма каймалла.

Сессире тĕрлĕрен проектсен йышăнăвĕсене пăхса тухса ырланă. Вăл шутра _ Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче коррупцие хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе йышăннă проект та.

Депутатсем награда ыйтăвне те пăхса тухнă.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика