12 апреля 2016 г.
Шкулсенче, ача сачĕ- сенче пыйтă тĕл пулкалать. Çынна виçĕ тĕрлĕ пыйтă тапăнма пултарать. Пуçра тата кĕпе-йĕмре тытăнса тăракансем ытларах палăраççĕ. Вĕсем çырт-са тĕрлĕ чир сарасран та хăрушă. Хыса пыйти вара канăçсăрлантарать. Кирек хăшĕ те çын юнĕпе тăранса пурăнаççĕ. Шăркаран пыйтă çураласси чылай вăхăт иртмест.
Кĕпе-йĕмре тытăнса тăраканни вырăн таврашне те çăмăллăнах куçать. Вăл пушмакра та пурăнма пултарать. Ами вара хăйĕн пурнăçĕнче 200-300 çăмарта хураять. Пыйтăсем уйăх çурă пурăнаççĕ. Пуçра тĕл пулаканни те ỹт е кĕпе-тумтир çине куçма май тупать.
Пыйтă пĕр çынран тепĕрне еретех. Çавăнпа та таса та тирпейлĕ пурăнма тăрăшмалла. 7-10 кунра пĕрре мунча кĕмелле. Тумтире, вырăн таврашне улăштармалла. Çỹçе кастарса тăмалла. Пыйтă тĕл пулсан вара ятарлă препаратсемпе усă курмалла. Метилацефетос тата карбофос пысăк усă кỹме пултараççĕ. Вĕсене сĕрнĕ хыççăн 20-30 минут пуçа косынкăпа çыхмалла.
Ятарлă супăньсем, пиретрум порошок та усăллă. Анчах вĕсем шăркана пĕтереймеççĕ. Çавăнпа та 10-12 кунран тепĕр хут сĕрмелле. 1-2 сехет тытнă хыççăн çỹçе 10-15 процентлă уксус кислотин шĕвекĕпе чỹхемелле. Турапа усă курмалла. Ун шăлĕ çине пухăннă пыйтăсене çунтармалла.
Кĕпе-йĕме вара 15 минут 2 процентлă кальцинированнăй содăпа вĕретмелле, икĕ енчен те типсен утюгпа якатмалла, çĕвĕсене уйрăмах хыттăн пусмалла.
Костюмсене, пальтосене, матрассене пиретрум, гексахлоран порошокĕсемпе сирпĕтмелле, 2-3 сехетрен уçăлтармалла.
Кирек хăш эмел те аптекăсенче пур.
А. КИРГИЗОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)