15 апреля 2016 г.
ЕНШИКСЕНЕ çак инкек ялĕпех ура çине тăратнă темелле. Каçхине ултă сехет иртнĕ хыççăн Ильбековсен хуçалăхĕнчен тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма, каярахпа вут-çулăм явăнма пуçланă. Пушар туххăмрах хуралтăсене, çурта та хăйĕн серепине çаклатнă. Кĕске вăхăтрах вăл вăйланнăçем-вăйланса мĕн пур пурлăха юрăхсăра кăларнă, кĕл купине çавăрнă...
Районти пушар надзорĕн инспекторĕсен тĕпчевĕ-пе вут-кăварпа çыхăннă инкек мунчаран, унăн мăрйи юсавсăр, шăтăк-çурăклăрах пулнăран амаланса тухнă. Юрать-ха, кил-хуçисем çурт-йĕрне страхланă. Ун пек чухне инкекĕн пĕр пĕчĕк пайне саплаштарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ-çке. Ял-йышпа тăван-пĕтен, юлташ-пĕлĕш нумай ачаллă çак çемьен хуйхине пайласа пулăшни вара аслă типĕре тем пекех сăвап пулĕ.
Тепĕр кунхинех, апрелĕн 11-мĕшĕнче, хĕвел анса каç пулнă хыççăн пушарниксем Тутар Сăкăтĕнчи Низаметдиновсем патне васкаса çитнĕ. Гаражри пушар паллине вăхăтра асăрханăран, кунти пăтăрмаха вара çийĕнчех парăнтарнă. Электрооборудовани кирлĕ пек тивĕçтерменни кил хуçисене чутах шар кăтартман.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)