15 апреля 2016 г.
ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев РФ Транспорт министерствин анлă ларăвне хутшăннă Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра, Раççей Федерацийĕн Правительство çуртĕнче РФ Транспорт министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Унпа пĕрле Чăваш Енрен çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ В. Доброхотов пулнă. Коллегине хутшăннисене РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ А. Дворкович, РФ Президенчĕн Пулăшуçи И. Левитин, РФ Патшалăх Думин транспорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитетăн Председателĕ Е. Москвичев, РФ Шутлав палатин аудиторĕ В. Богомолов саламланă. Раççей транспорт министрĕ М. Соколов 2015 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă, умри тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Ĕçĕн тĕп приоритечĕсенчен пĕри _ Раççейри транспорт пулăшăвĕпе туллин тивĕçтересси, инфратытăма ăнăçлă аталантарса пырса ăна хỹтĕлеме пĕлесси пулнине каланă министр.
Экономика аталанăвĕшĕн транспорт инфратытăмĕпе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртсе пыни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри _ çулсем çинче пулнă инкексенче çынсен пурнăçне çăлса хăварасси тата аварисен шутне чакарасси.
Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле çул-йĕрсене сарма 2015 çулта 3 млрд та 729,7 млн тенкĕ тăкакланă. 2016 çул валли палăртса хунă тăрăх, çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ федераци укçи тенкипе пĕрле 3,7 млрд тенкĕпе танлашать. Республикăра 50 çухрăм çула сарма, путăк-çурăксене тирпейлеме, çуртсем таврашĕнчи лаптăка тата вĕсем патне илсе пыракан çулсене илем кĕртме палăртнă.
Республика Правительстви граждансене социаллă хỹтлĕх парас енĕпе хăй çине илнĕ бюджет тивĕçĕсене пурне те пурнăçласа пырать. 2015 çулта çулсем çинче пулнă аварисен шучĕ 16,6 процента çити, çынсем вилнин шучĕ вара 15,1 процент чакнă. Регионта фотосăнав- сем çулсем çинче вырнаçтарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
"Пирĕн пурин те тăнăçлă та вăйлă республикăра тỹрĕ кăмăлпа, таса чунпа ĕçлесси тĕп тĕллев пулмалла. Енчен те çынсем влаçа шанаççĕ пулсан, ыранхи куна ĕненсе пурăнаççĕ пулсан, эпир тăрăшни ахаль мар, ку чи пахи",_ тет М. Игнатьев.
РФ Ял хуçалăх министрĕпе тĕл пулнă
Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев РФ Ял хуçалăх министрĕпе А. Ткачевпа тĕл пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев Ял хуçалăх министерствине региона пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, ял хуçалăхне аталантарса пыма витĕм кỹнĕшĕн министра тав тунă. Калаçу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев республикăри çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула ял хуçалăх пайĕнче кăтартусем çулран-çул ỹссех пынине пĕлтернĕ. Енчен те пĕлтĕрхи ял хуçалăх пайĕнчи ỹсĕм 7,9 процента çити хăпарнă пулсан, кăçал кăтарту çỹлелле ỹсесси паллă пулнине каланă. 2015 çулта акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕсене 2014 çулхипе танлаштарсан 2,7 процент пысăк- латнине, çĕр лаптăкĕ 574,7 пин гектар пулнине пĕлтернĕ Ертỹçĕ. "Çитес икĕ çулта регионта пушă выртакан усă курман çĕр лаптăкĕ- сене пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансен умне, _ тесе каланă Михаил Игнатьев. РФ ял хуçалăх министрĕ тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ выльăх-чĕрлĕх, сĕт-çу тирпейлессипе çыхăннă ыйтусене сỹт- се явнă. М. Игантьев республикăра агропромышленность комплексне аталантарма юлашки çулсенче 25 млрд. тенкĕ уйăрнине каланă, кăçал та патшалăх енчен куçакан пулăшу чакманнине палăртнă. А. Ткачев хă- йĕн сăмахĕнче Чăваш республикине импорта улăштарас ĕçе хастар кỹлĕннĕшĕн ырласа тав тунă. "Федераци Правительстви Чăваш Республикине витĕм кỹрет. Ял хуçалăх пайне аталантарма укçа-тенкĕ туллин куçать. Эсир яланах РФ Ял хуçалăх министерствине шанма пултаратăр. Эпир те Сире, Чăваш Ене ĕненетпĕр, шăпах та Сирĕн çине таянатпăр", _ тенĕ А. Ткачев. Калаçу вăхăтĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки те сăмах пуçарнă. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырасси çинчен канашланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)