15 апреля 2016 г.
Апрелĕн 21-мĕшĕнче 19 сехетре "Чебоксары _ Арена" пăр Керменĕнче Раççейри шалти ĕçсен министерствин çарĕсен академи юрăпа ташă ансамблĕн (ертỹçи _ В. Елисеев генерал-майор) çĕнтерỹ кунне халалланă программăпа хатĕрленĕ уяв концерчĕ пулать.
Ансамбль Болгаринче, Чехинче, Словакинче, Германинче, Венгринче, Китайра, Италинче, Мексикăра, Турцинче тата ытти нумай-нумай çĕршывсенче концертсемпе пулнă.
Билетсене хулари "Детский мир" (8 937 384 73 45), "Дом торговли" (67 65 01), "ДК Тракторостроителей" (51 25 20), "Театр оперы и балета" (58 00 96), "Ледовый дворец" (700 105) кассисенче туянма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 62 33 08.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)