АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хусантан килекен автобус çаврăнса ỹкнĕ

19 апреля 2016 г.

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче "Çĕрпỹ _ Чĕмпĕр _ Яманчỹрел" çулăн 7-мĕш çухрăмĕнче автобус çаврăнса ỹкнĕ. Çул-йĕр инспекторĕсем пĕлтернĕ тăрăх "Лада-Ларгус" автомашинăн 56 çулти водителĕ, ỹсĕрскер, транспорт хирĕç килекен çул çине тухнă. Хусантан килекен автобус водителĕ унпа пырса çапăнас мар тĕллевпе сылтăмалла пăрăннă та çул хĕррине тухса кайнă, çаврăнса ỹкнĕ. Юрать-ха пăтăрмах пысăк инкекпе вĕçленмен. Аманнă виçĕ çынна çийĕнчех медицина пулăшăвĕ панă.

Çакна та палăртса хăвармалла: аваришĕн айăплăскерне маларах та водитель удостоверенинчен хăтарнă. Хальхинче те ун ячĕпе ĕç пуçарасси куçкĕрет. Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика