АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем, пĕрле строя тăрар!

19 апреля 2016 г.

 Анатолий ДОЛГОВ, район по- лицийĕн ветеранĕ, полици подполковникĕ:

_ Районти обществăлла йĕркелĕхе, тăнăçлăха сыхласси, преступленисен шутне чакарасси, ытти усал шухăшлă çынсене тỹрĕ çул çине кăларасси полици сотрудникĕсенчен, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсенчен килет. 1917 çултанпа Раççейри милици самана тапхăрĕпе килĕшỹллĕн хăйĕн ятне сахал мар улăштарчĕ пулин те шалти ĕçсен органĕн тĕллевĕ те, пĕлтерĕшĕ те çухалман, çавах юлчĕ.

Эпĕ районти шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕ. Пурнăçăмра пуçтарнă сахал мар ĕç стажĕн пĕчĕкех мар пайĕ йĕрке хуралĕпе çыхăннăшăн паянхи кун та мăнаçланатăп. Шăпа мана 1979 çулта пакунлисен ретне илсе çитерчĕ. Çирĕм çула яхăн замполитра тăрăшрăм. Сăмах май каласан, ун чухне районти оперативлă лару-тăрăва талăкĕ- пе сăнаса, йĕрлесе тăракан сыхă куçсем милицисенче 160 ытла пулнă. Паянхипе танлаштарсан йышлă çар темелле. Çапах та пирĕн район ун чухне те оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕпе республикăра пĕрре мар малти вырăнсене йышăнса тĕрлĕрен Хисеп хутне тивĕçнĕ. Пĕччен сурнипе çеç кỹлĕ тăваймăн, хамăрăн ĕçе общественноçа, уйрăм хастарсене, старостăсемпе депутатсене тата ыттисене те явăçтарнă.

Милици ĕçченĕ яланах хисеплĕ те сумлă, çав вăхăтрах яваплă професси. Тепĕр чухне талăкĕпе службăра пулса хăрах куçпа тĕлĕреймен каçсен шучĕ те сахал мар. Инçе çул, вăрăм командировка, çемьерен, ачасенчен уйрăм вăхăтсем... _ çакă та пирĕн стройри çынсенех пырса тивет. Урăхла каласан, районти шалти ĕçсен органĕн ветеранĕсен ячĕпе эпĕ паянхи çăмăл мар пурнăçра пурне те пысăк вăй-хал, чăтăмлăх, ăнăçу, çемьере килĕшỹ сунатăп. Пире, паянхи ветерансене, хисеп туса çулсеренех тĕл пулăва чĕннĕшĕн тав тăватăп.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика