19 апреля 2016 г.
Паян пурнăçри тăнăçлăхпа йĕркелĕхе тытса тăрас, саккуна пăхăнмасăр хура ĕçсем тăвакансене тăрă шыв çине кăларас, вĕсемпе профилактика ĕçĕсем ирттерес, кирлĕ чухне граждансен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен органсем сахал мар: чăн малтанах полици сотрудникĕсем, уголовлă ĕçсемпе тимлекен учрежденисем, суд, прокуратура... Унсăр пуçне вырăнти хăйтытăмлăх, опекăпа попечитель органĕ, социаллă хỹтлĕх пайĕ, вĕрентỹ, культура, спорт организацийĕсем тата ытти те. Шăпах вĕсем шухăш-кăмăлĕпе иккĕленчĕклĕ, айван ачасене, çитĕннисене те усал серепинчен сирсе çул маякне кăтартаççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ.
Иртнĕ çулхи преступленисен ушкăнĕнчен ăнланса тăрсах сывлăхшăн çав тери сиенлĕ преступлени тунисенчен Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа ял тăрăхĕсене палăртса хăвармалла. Сăкăт тата Аслă Чемен ял тăрăхĕ- сенче ирĕксĕрлесе, пусмăрласа мăшкăл кăтартнă тĕслĕхсем те пулнă. Кашни тунă преступленипех тивĕçлĕ тĕрĕслевсем ирттернĕ, должноçри çынсене явап тыттарнă. Право йĕркине пăсакансемпе профилактика мероприятийĕсем ирттересси, калаçусем йĕркелесси участокри уполномоченнăйсăр, вырăнти самоуправлени органĕсĕр, ял тăрăх пуçлăхĕсĕр пулмасть. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта пысăк ăнланулăх, ĕçри шайлашулăх пур. Ытларах эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ хыççăн сиксе тухакан çемьери харкашусене, кỹршĕсем пĕр-пĕр-не курайманнине мирлештерекенсем, вĕсене саккунлă йĕркепе тĕрĕс çул çине тăма пулăшакансем шăпах участковăйсемпе ял тăрăх пуçлăхĕсем шутланаççĕ.
Кăçалхи çулталăк пирĕн районшăн лăпках пуçланмарĕ темелле. Январь уйăхĕнче çеç ăс-тăнпа вĕлернĕ икĕ тĕслĕх тата Сăкăтра ушкăнпа мăшкăл кăтартни пулнă. Çĕнĕ çул пуçламăшĕнчех утмăла çывхаракан Алманчă çынни ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ хыççăн арăмне çĕçĕпе чиксе вилмеллех суранлатнă. Кăрлачрах Пăлапуç Пашьелĕнче пĕр çамрăк арçын пĕр пулштук эрехшĕн хăйĕн юлташне йывăр япалапа çапса вĕлернĕ... Урăхла каласан, преступленисем иккĕшĕ те йăлара, килте пулнăскер шутланаççĕ. Иккĕшĕ те чылай чухнехиллех ỹсĕрле, ăс-тăн улшăннă тапхăрта çиллине кăларса ярас тенĕ те... Паллă ĕнтĕ, усал серепине çакланнă преступниксем нимĕнле çăмăллăхпа та хăйсен çылăхне, хура ятне çуса тасатаймĕç.
Ю. ФУРАЖНИКОВ, район прокурорĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)