АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мобильлĕ шырав десанчĕ _ Патăрьелĕнче

19 апреля 2016 г.

 Район центрĕнче пасар кунĕнче çынсенчен ытла автомашина нумай-тăр. Патăрьелĕнчи автостанци таврашĕнче унта та кунта хĕвĕшекен таксистсемсĕр пуçне те лăк тулли тимĕр "урапа"! Çуран та ирĕккĕнех саркаланса утаймăн... Калăн, çăмăл машинăсен аукционĕ! Çавăнпа та Чăваш Республикинчи, районти суд приставĕсемпе ГИБДД сотрудникĕсем йĕркеленĕ пĕрлехи рейд вăхăтĕнче çул-йĕр çинче "çылăха" кĕнĕ парăмçă-водительсене мобильлĕ шыравпа туххăмрах çаклатма май пулчĕ.

Тĕп хуламăрти ĕçе питĕ хăвăрт тума пулăшакан десантри (группа быстрого реагирования) çамрăксем алă тупанĕ çинчи телефон çыхăнăвĕпе автомашина номерне çеç "Мобильлĕ шырав" программăна кĕртеççĕ, икĕ-виçĕ минутранах автомашина хуçин мĕн пур парăмĕсем куç умне тухса та тăраççĕ. Çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче йĕркене пăснине те, саккуна пăхăнмасăр патшалăх умĕнче парăма кĕнине те аптрие михĕре пытарайман пекех _ чĕрсе те, туртса та хураймăн, тỹрех экран çине кăларать. Компьютер ĕмĕрĕнчи çакнашкал çĕнĕлĕхсене малашне хăнăхмах тивет.

Район центрĕнче йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен вăлтине виçĕ-тăватă сехетрех самай пысăк парăмçăсем çакланчĕç. Суд приставĕсем тăр кăнтăрлах икĕ автомашинăна арестлерĕç, тĕрлĕрен административлă штрафсене пăхмасăрах унталла та кунталла вĕçтерсе çỹрекен хĕрĕхе яхăн водителе вырăнтах парăмĕсене тỹлеттерчĕç.

Çакнашкал ятарлă рейдсенче çул-йĕр правилине пăхăнмасăр ГИБДД инспекторĕсен серепине çакланса административлă штрафа тивĕçнĕ çул çỹревçĕсем кашнийĕнчех тĕл пулаççĕ-ха. Пĕр хушаматпах виçĕ-тăватă протокол çырнисем те пур. Анчах та ĕнсе çинче çакăнса тăракан парăм çеç 600 пин тенкĕрен иртни (!) сайра-хутра çеç çакланать. Вĕсенчен пĕр тĕслĕхĕнче услам- çăна ашшĕ "Волга" автомашина парнеленĕ пулнă иккен. Кун пирки суту-илỹ килĕшĕвĕ те пур. Чи тĕлĕнмелли çакă пулчĕ. Водитель çăмăл автомашинăпа 2012 çултанпа ярăнса çỹрет пулин те унăн техникин хуçи çинче 623 пин тенкĕ парăм çакăнса тăнине пристав çыннисем каласан çеç пĕлчĕ. Тепĕр парăмçăн сумми вара кунтан ытларах та пухăнса кайнă. Вăл банк умĕнче çавăн пек пысăк çылăхра. Пĕр кредит илнĕ, теприне, виççĕмĕшне... Тỹлесе пыма вара йывăрланнăçемĕн йывăрланса пынă.

Çакна та палăртса хăвармалла. Хальхи вăхăтра Раççей федераллă суд приставĕпе шалти ĕçсен министерстви хушшинчи электронлă çыхăну питĕ ăнăçлă ĕçлет. Халĕ срокĕ иртсе кайнă мĕн пур административлă айăп- лавсем, штрафсем тỹрех суд приставне килеççĕ. Çавăнпа та граждансен "Банк данных исполнительных производств" информаци сервисне кĕрсе хăйсен парăмĕсене сăнасах тăмалла. Тепĕр çĕнĕлĕх пирки те асăрхаттарса хăварасшăн. 2016 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчен тепĕр саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн алимент тата 10 пин тенкĕрен ытларах штраф пуçтарăнса кайнисене вăхăтлăха водитель прависĕр те хăвараççĕ. Урăхла каласан, парăма пулах çуран та çỹреме тивет.

ВУЛАКАНА ПĔЛМЕ

Паянхи кун тĕлне районти суд приставĕнче 6118 штраф хучĕ.

Бюджета кĕмелли укçа 8 миллион та 896 пин тенкĕ. Вĕсенчен ГИБДД штрафĕ 2868 пин, шалти ĕçсен пайĕн 566 пин тенкĕ.

Рейд бригади: Г. АФКИ, районти аслă суд приставĕ; А. ГЕРАСИМОВ, районти ГИБДД инспекторĕ, полици лейтенанчĕ, А. ЕГОРОВА, хаçат сотрудникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика