19 апреля 2016 г.
Паян, апрелĕн 19-мĕшĕнче, халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна саккунлă майпа йышăннăранпа 25 çул çитрĕ. Çак кунтан пуçласа вăл пирĕн районта та ĕçлеме пикеннĕ.
Чĕрĕк ĕмĕр историшĕн сахал тапхăрах мар. Хальхи вăхăтра Чăваш Енти Ĕçлевпе социаллă хỹтлĕх министерствине пăхăнса тăракан районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хысна учрежденийĕ шутланать. Паянхи куна асăннă коллективра вун икĕ çын тăрăшать. 2011 çултанпа ăна Геннадий Афанасьев ертсе пырать. Сăмах май каласан, тĕрлĕ çулсенче биржăра (пĕр вăхăтра çапла ятлăччĕ) Я. Шайхуллов, Р. Сафиуллов, А. Бабаев, П. Перепелкин, М. Сепперов ертỹçĕсем пулнă. Архиври хăш-пĕр хутсенчен çакă паллă. 25 çул каялла, 1991 çулта, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 42 çын ĕçсĕррисен статусне илсе кунта шута тăнă. Чăваш Енте çак тĕлĕшпе 1995 _ 1996 çулсенче пик пулнă. Ун чухне ĕçсĕррисен шайĕ 7 процента çитнĕ. 2011 çул пуçламăшне вара 2,1 процент çеç юлнă.
2016 çулхи январь-март уйăхĕсенче пирĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центра 303 çын хăйсен ыйтăвĕпе тухнă. Вĕсенчен апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 78-шĕ е 25,7 проценчĕ, официаллă статус илнĕ. Ĕç шыракан граждансенчен 117-шĕ (38,6 процент) хĕрарăмсем, 122-шĕ 16 _ 29 çулхи çамрăксем (40,3 процент), 147-шĕ _ 14-18 çулхисем (48,5 процент), саккăрăшĕ (2,6 процент) вара пенси çулне çывхараканскерсем.
Паян районти халăха ĕç тупса пама пулăшакан центрăн пĕлтерĕшĕ те, витĕмĕ те пысăк. Патшалăх пулăшăвĕн спекторĕ анлăланса пырать. Служба çынсене пахалăхлă пулăшусемпе тивĕçтерме тăрăшать. Центр ĕçченĕсем çынсене ыранхи куна шанма, кăмăл-туйăмне çирĕплетеме, çĕнĕрен те çĕнĕ профессие алла илме, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупма витĕм кỹреççĕ.
Паянхи пурнăçшăн чи кирли _ ĕç рынокне сарасси, унăн инфратытăмне аталантарасси, ĕçлекенсен пахалăх шайне ỹстерсе пырасси. Инвалидсене, ватăсене, хĕрарăмсене, пĕчĕк ачаллă çемьесене, аслă шкулсемпе техникумсенчен тин çеç вĕренсе тухнисене ĕç рынокĕнче хăйсене тупма пулăшас ыйтусем те приоритетлă. Кун пирки Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕçлĕ визитпа килнĕ чухне те палăртса хăварчĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă кăçалхи январь-март уйăхĕсенче ĕç шыракан 239 çыннăн ыйтăвне тивĕçтернĕ, вĕсенчен 29-шĕ ĕçсĕр граждансем, 210-шне вара вунă кун хушшинче ĕçе вырнаçтарнă.
Центр çул çитмен граждансене ĕçе вырнаçтарассипе те ăнăçлă ĕçлесе пырать. Хальхи вăхăтра районти пилĕк организаципе ĕç килĕшĕвĕ пур. Çул çитмен 131 граждана вĕренỹри пушă вăхăтран вăхăтлăх ĕçсене вырнаçтарнă. Ачасем ытларах сахал тупăшлă е нумай ачаллă çемьесенчен. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Пăлапуç Пашьел, Аслă Чемен, Турхан, Тутар Сăкăт, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа, Нăрваш Шăхаль шкулĕсене ырăпа асăнса хăвармалла.
Çулталăк пуçланнăранпа 26 ĕçсĕр граждана кирлĕ професси илме вĕренме янă (охранник, электрогазосварщик, котельнăй операторĕ, тракторист). Çамрăк ачасемпе ларакан амăшĕсене отпуск вăхăтĕнчех квалификацине ỹсререс тата ытти патшалăх çăмăллăхĕсем парас тĕлĕшпе программăсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
А. ЕГОРОВА. Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: ра- йонти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ушкăнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)