19 апреля 2016 г.
Апрелĕн 16-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çỹревпе Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулчĕ. Чăваш Ен Элтеперне республикăри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕтсе илчĕç.
Республика Пуçлăхĕ чăн малтанах кун йĕркинчи ыйтусене, лартнă тĕллев- сене район ертỹçисемпе, массăллă информаци хатĕрĕн представителĕ- семпе çивĕчлетрĕ, ертỹçĕ- семпе халăх хушшинчи çыхăну, пĕрремĕш кварталти бюджета мĕнле пурнăçлани, социаллă ыйтусене, ака-сухапа çыхăннă проблемăсене еплерех пурнăçласа пынипе тата ыттипе те кăсăкланчĕ. Республикăри правительство членĕсемпе, муниципаллă районсенчи, хуласенчи администраци пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ видеоконференцинче кун йĕркинчи ыйтусене малалла тăсрĕç.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне Раççей, регион шайĕнчи савăнăçлă та кăмăллă спорт хыпарĕсенчен пуçларĕ: "Пирĕн Шупашкар хулинче икĕ пин ытла спортсмен пулчĕ. Ку вăл республикăн инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерме çеç пулăшать, ăна пуянлатма май парать", _ палăртрĕ Михаил Васильевич.
Видеоконференцие хутшăнакансене "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов нумай пулмасть Саратов облаçĕнче "Раççейри хальхи ял" форумра хускатнă ыйтусемпе паллаштарчĕ, унта пуçарнă агропромышленность темине, халăха ĕçпе тивĕçтерес, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентỹ, социаллă хỹтлĕх, çав вăхăтрах ял аталанăвĕнчи журналистсен пĕл-терĕшĕ пирки те кĕскен каласа пачĕ.
Республикăри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чă- ваш Ен çур акине мĕнле хатĕр пулнипе кĕскен паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен лару-тăру начар мар: маларахри çулхипе танлаштарсан та çуркунне хывса хăваракан тыр-пул никĕсĕ 101,1 процентпа танлашать. Вăрлăхсем çителĕклĕ, техника хатĕр. Министр кăçал пусă çаврăнăшне тепĕр 22,5 пин гектар çĕр хушăннине те каларĕ. Халĕччен усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес тĕлĕшпе пирĕн районта та начар мар ĕç пырать. Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче Патăрьелсем çур акине мĕнле хатĕрленнĕ пирки кĕскен отчет пачĕ. Паянхи куна 2350 тонна çĕр улмине яровизацине кăларнă, 370 тонна вăрлăха имçамланă, 160 гектар кĕрхисене апатлантарнă, нумай çул ỹсекен курăксене, кĕрхисене сỹреленĕ тата ытти те. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине шута илсе, Рудольф Васильевич патăрьелсем унăн кашни уяр сехечĕпе туллин усă курассине пĕлтерчĕ.
Видеоконференцинче çивĕч-летнĕ ытти ыйтусемпе те вырăнта начар мар ĕç пырать. Ку вăл чăн малтанах экологи субботникĕсем ирттересси, хамăр пурăнакан тавралăха тасатса илем кỹресси, хăтлăлатасси, çул-йĕре пăхса тăрасси, вĕсене çĕнетесси... Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитнине вырăнсенче чыслăн та хисеплĕн йĕркелесси, уява хатĕрленсе палăксемпе обелисксене сăн кĕртсе çĕнетесси те паянхи кун ыйтăвĕсенчен пĕри.
Видеоконференци хыççăн Михаил Игнатьев "Батыревский" улма-çырла питомникĕнче, "Исток" çĕр ĕç фирминче, акционерсен "Батыревское" хупă обществинче пулса çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ, паллашрĕ, çĕр ĕçченĕсемпе курнăçса калаçрĕ. Сăмах май каласан, асăннă виçĕ хуçалăх та темиçе çул ĕнтĕ "Агро 100" клуб членĕсем шутланаççĕ. Тĕреклĕ хуçалăхсенчи фермăсемпе, çĕр улми управĕсемпе, çурхи ака ĕçĕсемпе кăмăлтан паллашма пулни Республика Пуçлăхне те пысăк шанăç пачĕ курăнать. Çавăнпа та "Патăрьелсем кăçал лайăхрах ĕçлеме пултараççĕ-и?" тесе ыйтсан, "Исток" хуçалăхра пĕрремĕш кун акана тухнă хастар механизаторсем ушкăнпах "Пултаратпăр!" тени Патăрьелсем Ĕç çынни çулталăкне тивĕçлипе вĕçлеме тĕллев лартнине тепĕр хут кăтартса пачĕ. Çапла пултăрах!
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)