АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каччµсем Тµван .‡ршыва х™т‡леме хат‡р

22 апреля 2016 г.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 59-мĕш стат- йипе килĕшỹллĕн Тăван çĕршыва хỹтĕлесси _ 18 çул тултарнă кашни каччăн (сывлăх тĕлĕшĕпе лайăх пулсан) сăваплă тивĕçĕ. Çакăнтан пăрăнакансене уголовлă явап тыттарма, ирĕкрен хăтарма е тата пысăк штраф тỹлеттерме пултараççĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Главнокомандующийĕн Приказĕ- пе килĕшỹллĕн апрелĕн 1-мĕшĕнчен 2016 çулхи çуркуннехи призыв пуçланчĕ. Çавна май хăш-пĕр ыйтусене пайăрлатса хаçат редакцине Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Евгений Семенов (ỹкерчĕкре) çапла хуравларĕ:

_ Чăваш Республикипе çуркуннехи призывпа 1491 çамрăк салтак тумне тăхăнĕç. Вăл шутра пирĕн районтан çар стройне 80ăн, кỹршĕри Шăмăршăран 27ĕн тăрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайма ят тухнă каччăсен кăмăлĕ пысăк, вĕсем хавхалансах, кăмăлтанах гражданла тивĕçне пурнăçлама хатĕр.

Çакна та палăртса хăвармалла. Патăрьел районĕ рес- публикăра ачасене çарпа патриотла воспитани парас тĕлĕшпе кăтартуллисен йышĕнче. Юлашки виçĕ çулта пирĕн район çар учетĕнче тăракансене тĕрлĕрен чаçсене службăна ярас тĕлĕшпе пĕрремĕш вырăнсене йышăнни те çакнах çирĕплетсе парать. Патăрьелсем Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайма пур енчен те хатĕр, пултаруллă, спорт енĕпе кăтартуллă иккенне пирĕн çамрăк армеецсем республикăри "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенче малта пулни те кăтартать. Урăхла каласан, пулас салтаксем хăйсене шкул саккинченех пур енлĕн хатĕрлеççĕ.

Çуркуннехи призывăн малтанхи кунĕнченех çар прокуратуринче "хĕрỹ лини" телефонĕ ĕçлет. Призывниксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ кирек мĕнле ыйтупа та консультацисем илме пултараççĕ: Екатеринбургри Тĕп çар округĕн прокуратурине 8 (343) 355-32-91, Хусанти çар прокуратурине 8 (843) 264-23-51 телефонсемпе шăнкăравласа тухма май пур. Чăваш Республикинчи çар комиссариатне вара 8 (8352)-62-12-67, 8 (8352)-62-13-33 телефонсемпе тунтикунтан пуçласа эрнекунччен 8 _ 17 сехетсенче хăвăрăн ыйтăвăрсемпе çыхăнма пултаратăр.

Пулас салтаксен пĕрремĕш ушкăнне май уявĕсем хыççăн ăсататпăр.

Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ.

Салтак пирки ваттисем мĕн каланă?

Салтак ятне илтесси _ пасар кулаç çини мар.

Салтакпа çамрăк ачана Турă сыхлать теççĕ.

Таркăн салтак пуличчен çын тарçи пулас

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика