22 апреля 2016 г.
Чăваш Енри вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕ пирки "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Секретарĕ, республикăри Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики комитечĕн председателĕ Николай Малов паллаштарать:
_ Республика тата "Единая Россия" парти ертỹçисем хуласемпе районсен, хуласемпе ял тăрăхĕсен аталанăвне нихăçан та хăй тĕллĕн ямаççĕ. Чăваш Енĕн экономикине тĕреклетсе пынă май эпир социаллă политикăна та тытса пыратпăр. Вăл шăпах вырăнсенче социаллă инфраструктурăна аталантарса пынă май пурнăçа кĕрсе пырать те ĕнтĕ. Эпир республикăра ку чухнехи 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тума сăмах панăччĕ. Пурнăçланчĕ. Малашлăхра тата 50 тăвасшăн. Кашни район центрĕнче физкультурăпа сывлăха сыхлакан комплекссем, Шупашкарта вара Пăр керменĕ хута кайрĕç. Çакна палăртатăп: чылай регионта çакнашкал объектсем пирки ĕмĕтленеççĕ çеç-ха.
Эпир ялсенчи шкулсенче 69 спорт залне тĕпрен юсарăмăр. Тата 24 çĕнетмелле.
"Единая Россия" партин "Ача сачĕсем _ ачасене" проектне пурнăçласа ку чухнехи 50 ытла ача сачĕ тунă. Халĕ шкулсене тăвас- сипе федераллă программăна пурнăçа кĕртесшĕн. Республикăра çывăх 10 çулта тата 30 ытла çĕнĕ вĕренỹ çурчĕ хута каймалла. Çаксене Чăваш Енре пурăнакансен интересĕсене тĕпе хурса "Единая Россия" командăпа пĕрле çĕкленĕ.
Çулсен пахалăхне те лайăхлатмалла. Ку тĕллевпе пĕлтĕр 21 ялта 12,3 çухрăм çĕнетнĕ. Çакă çителĕксĕр. Кăçал тата 99 ялта 49,9 çухрăм хута ямалла тата ытти те.
Сăмаха вĕçленĕ май пурне те Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп. Тăван ял хăтлăрах та илĕртỹллĕрех пултăр тесен пурин те харсăр пулмалла.
Кĕскен район пирки
Патăрьел районĕ республикăра муниципалитетсем хушшинчи эффективлă ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвĕпе юлашки çулсенче кăтартуллисен шутĕнче. 2009, 2010 çулсенче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă, 2011 çулта _ иккĕмĕш, 2012 тата 2014 çулсенче _ пĕрремĕш.
Районта мĕн пурĕ 19 ял тăрăхĕ. Вĕсем пурте район администрацийĕ ертсе пынипе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче йышăннă Указне пурнăçласа халăх пурнăçĕн хăтлăхне ỹс- термелли федераллă, республика программисене явăçса ĕçлеççĕ.
Сăмахран, иртнĕ çул "Устойчивое развитие села 2020" федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн Шăнкăртамри "Западный" микрорайонта комплекслă тата компакт- лă строительствăпа пысăк ĕç пырать.
Çамрăк çемьесемпе специалистсене пурăнмалли çурт- йĕрпе тивĕçтересси, тĕрлĕ ушкăнти граждансене социаллă тимлĕх уйăрасси, ялсенчи, ял хушшинчи çулсене йĕркене кĕртесси, çĕнĕ оъектсем уçса хушма ĕç вырăнĕсем уçасси те муниципалитетăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.
Сăмах май каласан, ял территорийĕсене аталантарас тĕлĕшпе Саратов облаçĕнче "Единая Россия" партин "Современное российское село" пысăк форумĕнче агропромышленность комплексне, мĕн пур ытти отрасле аталантарасси пирки "Единая Россия" парти Председателĕ, РФ Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев та палăртрĕ. Икĕ пин делегат хушшинче форумра пирĕн Николай Малов та пулнă. .
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)