АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле чухне йывăрлăхсене çĕнтерме те çăмăл

22 апреля 2016 г.

Районта иртнĕ черетлĕ Информаци кунĕнче хускатнă темăсене пĕтĕмлетсе ĕç коллективĕсенче шăпах çак шухăш патне тухрĕç: "Пĕрле чухне йывăрлăхсене çĕнтерме те, çĕннине пурнăçа кĕртме те пулать". Республикăра ака-суха вăй илсе пынă тапхăрпа тỹр килнĕ Информаци кунĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков ертсе пыракан ушкăн ĕçлерĕ. Унпа пĕрлех ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Жуков, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева хутшăнчĕç.

Республикăран муниципалитет пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи малашлăх плансемпе паллашма çитнĕ представительсене чăн малтанах район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов йышăнчĕ, тĕллевлĕ ĕç планĕсем пирки каласа пачĕ. Ун хыççăн информушкăнти явап-лă çынсем Пикшик, Тутар Сăкăт, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи социаллă, культура, сывлăх учреж- денийĕсене, педагогика коллективĕсене çитсе паянхи кун пуриншĕн те çивĕчлĕхпе, пĕлтерĕшĕпе, оперативлăхпа палăрса тăракан ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса памаллине сỹтсе яврĕç.

Тĕл пулусенче хальхи вăхăтра пурне те кăсăклантаракан, шухăшлаттаракан ыйтусенчен пĕри _ çынсене патшалăх тĕлĕшĕнчен социаллă пулăшу парас тĕлĕшпе кĕртнĕ хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем пулчĕç. Экономикăри çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр паян Чăваш Республикин правительстви граждансене социаллă хỹтлĕх памалли мĕн пур бюджет обязательствисене пурнăçласа пырать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çеç 34 енĕпе 346,4 пин çынна социаллă тỹлевсем панă. Вăл шутра:

республикăри кашни тăваттăмĕш çын пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹлев илет. 2016 çулхи пĕрремĕш кварталта çак тĕллевпе 431,9 миллион тенкĕ расхутланă;

ача çуратса воспитани паракансем 18 тĕрлĕ тỹлев илеççĕ;

1098 гражданина радиацие пула сывлăхне хавшатнăшăн социаллă пулăшу параççĕ тата ытти те.

Паян республикăра пурăнакан кашни пиллĕкмĕш çын пенсионер шутланать. Аслă ăрури хисеплĕ çыннăмăрсене патшалăх тĕлĕшĕнчен алă тăсса пулăшас тĕллевпех 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче йышăннă Указпа "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илекенсен ĕç стажне арçынсенне те, хĕрарăмсенне те 2,5 çулшар чакарчĕç, вăл 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ.

Сăмах май

Пирĕн районта 2016 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1866 ĕçчене "Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят панă. Социаллă пулăшупа 13 пин граждан усă курать. Ку вăл районта пурăнакан халăхăн 36 проценчĕ. Вăл шутра 3305-шĕ федераллă, 4546-шĕ республика çăмăллăхĕсемпе усă кураканнисем. Паянхи куна районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 38 участникĕ, 1026 тыл хастарĕ пурăнать. Унсăр пуçне социаллă çăмăллăхсенчен 2400 çемье уйăхсерен паракан ача пособине илсе тăрать, 513 çемье коммуналлă çăмăллăхсемшĕн субсиди илет.

Информаци кунĕн пĕрремĕш ушкăнĕ _ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ О. Мешков, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тата ытти яваплă çынсем _ Пикшик ял тăрăхĕнчи поселени активĕпе, ялти вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулчĕç, тепĕр ушкăн _ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ А. Жуков, район администраци пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов Тутар Сăкăт ял тăрăх активĕпе, шкул коллективĕпе, Ш.Куликов фермер хуçалăхĕн, мечĕт ĕç-хĕлĕпе паллашса кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Тĕл пулусенче, уйрăмах педагогика коллективĕсенче, бюджет сферинче ĕçлекенсене адреслă, кирлĕлĕхпе çеç паракан патшалăх компенсацийĕ пирки те сăмах хускатрĕç.

Акă, Шăнкăртамри "Сандугач" ача садĕнчи тĕл пулура Г. Шрша воспитательница шăпах вĕрентекенсен коммуналлă çăмăллăхсемшĕн паракан патшалăх пулăшăвĕ мĕншĕн чакнипе кăсăкланчĕ.

Информаци кунне çак ялти икĕ вăтам шкулта тата ача садĕнче йĕркеленĕ тĕл пулусене хутшăннă ЧР вĕрентỹ министрĕ Н. Дмитриевапа район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, райадминистрацин вĕренỹ управленийĕн пай пуçлăхĕ Н. Андреева кучухне адреслă пулăшу политики çеç экономикăри йăвăрлăхри тĕрĕс çул-йĕр пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Чăнах та, малашне уйăхсерен паракан укçа компенсацийĕ пĕрин çич çĕр ытла та, теприн çичĕ пин ытла пулмĕ. Адреслă пулăшу çеç пайăрлă, кирлĕ çынна усăллă пулнине тĕслĕхсемпе илсе кăтартрĕç. Информаци кунĕнче вырăнсенче экологи субботникĕсем йĕркелесси, йывăçсем лартса тавралăха симĕслетесси, Çĕнтерỹ кунне кашни ял тăрăхĕн-чех чыслăн та хисеплĕн ирттересси, пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса инкек-синкекрен сыхланасси тĕп ыйтупа юнашарах тăчĕç. Çу уйăхĕ çывхарса пынă май информаци ушкăнне хутшăннисем çур аки темипе те тухса калаçрĕç. Кăçал çĕрте нỹр сахал пулнăран, çурхи кунăн кашни сехечĕпе пĕлсе те перекетлĕ усă курни çеç никĕсе хывса хăварнă тырпула вăхăтра аталантарма май панине палăртрĕç.

Хаклав

Л. ПАВЛОВА, Шăнкăртамри вăтам шкулти вĕрентекен:

_ Информаци ушкăнĕн членĕсем ĕç коллективĕсенче пулса патшалăхăн çĕнĕ йĕркисене, саккунĕсене тĕплĕн тата тĕслĕхсемпе ăнлантарса панине ырлатпăр çеç. Мĕншĕн тесен халăхра тĕрлĕрен суя сас-хура та çỹреме пултарать. Ку тĕлĕшпе пирĕн коллективра ăнланманлăх çук. Шанатпăр, экономика çĕршыв "рулĕ" умне ларсан, пурнăç тата ырă еннелле сулăнĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика