22 апреля 2016 г.
Юнкун, апрелĕн 20-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра 22 ĕçчене "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ ятпа саламларĕç. Вĕсен йышĕ тата çĕнелчĕ. Паянхи куна ĕçпе пиçĕхнĕ 600 ытла гражданин хисеплĕ ята тивĕçнине ĕнентерекен удостоверенине алла илнĕ.
Хальхинче удостоверенисене "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, ра-йон администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов парса чыс турĕç.
Единороссем ветерансене чыслă та сумлă ята илнĕ ятпа саламланă май, вĕсем çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕç, пархатарлă, кăтартуллă ĕçшĕн тав турĕç. Николай Малов граждансене паракан хушма çăмăллăхсем ĕç çыннишĕн пулнине, патшалăх вĕсене тимлĕх уйăрнине палăртрĕ.
Регионти уйрăмĕн сек-ретарĕ çавăн пекех хăйĕн сăмахĕнче "Единая Россия" партин маларахри сасăлавĕ пирки те асăнса хăварчĕ. Сăмах май, унта вăл Патшалăх Думин депутачĕ, Олег Мешков республикăри Патшалăх Канашĕн депутачĕн кандидачĕсем пулса хутшăнаççĕ. Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕн- че вĕсем иккĕшĕ те республика патриочĕсем пулнине çирĕплетрĕ. Малтанхи сасăлав итогĕ 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлавра Раççей тата Чăваш парламенчĕ- сене кама суйламаллине кăтартса парĕ.
Хаклав
Е. КАРГИНА, ĕç ветеранĕ:
"Тăрăшса ĕçленĕ чухне йывăрлăха туймарăм, чыслав вăхăтĕнче питĕ пăлхантăм. Тавах патшалăха ĕç çыннисене тимлĕх уйăрнăшăн".
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)