22 апреля 2016 г.
Районта çĕр çултан иртнĕ хисеплĕ ватăсем паянхи кун улттăн. Вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри Кивĕ Катекри Анастасия Михайловна Исаева çак кунсенче пирĕнтен уйрăлса ĕмĕрлĕх тĕнчене куçрĕ. Нятюк аппа (ялта ăна çапла чĕннĕ) июлĕн 9-мĕшĕччен сывлăхпах тăнă пулсан 107 çул тултармаллаччĕ. Вăрçă участникĕн мăшăрĕ, ĕç ветеранĕ ултă ача çуратса ỹс- тернĕ, пурне те ура çине тăратнă. Юлашки çулсенче вара кинемей куçĕ курманнипе самай нушаланнă. Çапах та ку таранччен пăхнă ачисемпе кинĕсене, мăнукĕсене пил памалăх пур. Амăшĕпе асламăшĕн, кукамăшĕн вăрăм ĕмĕрĕн тивлетĕнче вĕсен тỹпи пурах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)