22 апреля 2016 г.
Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Черепаново ялĕнче çуралнă, хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутайри Çамрăксен урамĕнчи 10-мĕш çуртра пурăннă 59 çулхи Николай Александрович Юманкин хыпарсăр çухалнă пирки пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчет. Хĕрĕнкĕ арçын 2015 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче каçхине 19 сехетре килĕнчен тухса кайнă та таврăнман.
Унăн паллисем: 180 сантиметра яхăн çỹллĕш, вăтам хул-çурăмлă, тĕттĕм çỹçлĕ, сăмси тỹрĕ, пĕрре пăхсан çапкаланса çỹрекене тата эрехпе ашкăнакана аса илтерет. Сулахай хулпуççи çинче _ хĕрача татуировки, хырăмĕ çинче операци çĕввисем пур.
Çакнашкал паллăсемлĕ арçынна курсан е сăнасан тỹрех 8 (83547) 24-2-05, 8-937-375-26-69 телефонсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)