АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Харăсах икĕ сăлтавпа савăнăпăр

29 апреля 2016 г.

 Кăçалхи Çуркуннепе Ĕç уявĕ _ Майăн 1-мĕшĕ _ православи календарĕнчи тепĕр пысăк паллăпа, Христос тĕнне ĕненекенсен праçниксен праçникĕпе _ Мăн кунпа _ тỹр килет. Çак кунхине район центрĕнчи ĕç коллективĕсем, ватти-вĕтти пурте пĕрле ирхине 9.30 сехетре ĕлĕкхи евĕр капăр колоннăсемпе, шарсемпе те чечексемпе район администраци умĕнчен кану паркĕ еннелле хаваслă кĕвĕ-çемĕпе утĕç. Кунта вара вырăнти артистсен концертне пăхса кăмăла ирĕке яма, Мăн кун çăмартипе "паттăр" тума, хитре кулич туянса тутанма, тăвансемпе, юлташсемпе савăнма май пулĕ. Вăл çеç те мар-ха. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшỹллĕн ят панă Ĕç çынни çулталăкĕнче асăннă паркра паттăрсене сума суса ятарлă аллея уçĕç. Апла пулсан мероприятие районти хисеплĕ ĕç хастарĕсем те хутшăнĕç.

Майăн 8-мĕшĕнче вара Аслă Çĕнтерỹ 71 тултарнине халалласа вырăнти ял тăрăхĕсенчи палăксем умне пуçтарăнса пирĕн пурнăçшăн пуç хунă салтаксене, хисеплĕ ветерансене чыс тăвĕç, тепĕр кунне çакнашкал митинг Патăрьелĕнчи палăк умĕнче 10 сехетре пуçланĕ. Çак кунхине те район халăхне туллин савăнма май пулĕ, каçхине сцена ăстисен пултарулăхне пăхĕç, хулари пекех салют курса киленĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика