29 апреля 2016 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире пӗтӗм чунтан Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ӗҫри ӑнӑҫусем, сир.н кашнин професси тата пултарулӑх шайӗнчи вӑй-халӗ хальхи Чӑваш Енӗн мӗн пур витӗмлӗҫитӗнӗвӗн тата социаллӑҫирӗплӗхӗн никӗсне хываҫҫӗ, республикӑн тӗп пуянлӑхӗ шутланаҫҫӗ. Чӑваш ӗҫҫыннийӗ хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе, тӑрӑшулӑхӗпе, яваплӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнипе таврара ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.
Пирӗн халӑх хушшинче ӗҫҫынни яланах хисепре пулнӑ. Шел те, ХХ ӗмӗр вӗҫнелле общество пурнӑҫӗнче унчченхи йӑла-йӗрке хаклӑхӗсен витӗмӗ палӑрмаллах чакса кайрӗ. Ҫавна пула экономикӑра та, социаллӑ пурнӑҫ сферинче те ҫивӗч ыйтусем тухса тӑчӗҫ. Пирӗн паянхи тӗллев – ӗҫ профессийӗсен чыс-сумне ӳстересси, ӗҫҫыннин ырӑ сӑнарне йӗркелесси. Кашнийӗнех ҫакна пӗлсе тӑмалла: унӑн таланчӗ, професси тата пултарулӑх шайӗнчи вӑй-халӗ халӑхӑмӑра, Тӑван ҫӗршыва тем пекех кирлӗ. Шӑпах ҫавӑнпа ӗнтӗ 2016 ҫула Чӑваш Республикинче Ӗҫҫыннин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтертӗмӗр, регионта кашниех хӑйне килӗшекен професси суйласа илсе пултарулӑхне туллин уҫма пултармалли, производство культурине ӳстерсе пымалли майсем ҫирӗппӗн йӗркеленеҫҫӗ.
Хаклӑ ентешсем!
Кӑҫал Майӑн пӗрремӗшӗ Мӑнкунпа – православи тӗнӗн чи ҫутӑ та аслӑ уявӗпе, ҫынсен чӗрисене савӑнӑҫпа тата ҫутӑ шанӑҫпа вӑйлатакан праҫникпе, тӳр килчӗ. Уяв хаваслӑхӗ сире лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелетӗр, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн пархатарлӑ та курӑмлӑӗҫсем тума хавхалантартӑр. Пӗтӗм чунтан тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫуралнӑҫӗр тата ҫӗршывӑмӑр ячӗпе ӗҫре ҫӗнӗҫитӗнӳсем тума сунатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)