29 апреля 2016 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе тĕл пуласси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал та Михаил Васильевич массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçлекенсемпе _ пурĕ 65 журналист аккредитаци илнĕ _ апрелĕн 26-мĕшĕнче тĕл пулчĕ.Пресс-конференцинче хаçатра, телевиденинче, радиора тăрăшакансем халăха хумхантаракан ыйтусене _ ял хуçалăхĕ, вĕрентỹ, ЖКХ, Çĕнтерỹ уявĕ тата ытти пирки те _ çĕклерĕç. Виçĕ сехете яхăн тăсăлнă мероприятинче вăл 26-шĕн çине хуравларĕ.
Пресс-конференци пуçламăшĕнчех Михаил Игнатьев республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Çĕршывра кризис пырать пулин те экономикăн тĕп отраслĕн кăтартăвĕсем пĕрремĕш кварталта ỹс-нĕ: промышленность _ 6,3, ял хуçалăхĕ 12,3 процент. Çĕршывра инфляци 2,1 процент пулсан, пирĕн регионта вăл 1,9 процентпа танлашать. Михаил Васильевич çавăн пекех Раççей Федерацийĕ паракан пулăшусем, республикăра ĕçлекен программăсем, эмелсен хакне пĕр шайра тытса тăрасси çинчен чарăнса тăчĕ.
Паллах, лайăх пулăмсемпе юнашарах çитменлĕхсем те, йывăрлăхсем те пур. Акă, çул ыйтăвĕ яланах çивĕччисенчен пĕри пулнă. Республика Пуçлăхне Чăваш Ен наци телерадиокомпани журналисчĕ панă пĕрремĕш ыйту та шăпах унпа çыхăннă. Вăл РФ транспорт министрĕ Максим Соколов мĕн сăлтавпа килни пирки те кăсăкланчĕ.
Мускавпа Чăваш Ене М-7 тата А-151 трасса çыхăнтарнине, Раççей Федерци министрĕпе М. Соколовпа иртнĕ тĕл пулура Шупашкартан Çĕнĕ Шупашкара çити 21 çухрăм тăсăлакан регион шайĕнчи çула федераци харпăрлăхне куçарма ыйтнине, Шупашкарти Мускав кĕперне реконструкцилесси çинчен калаçнине пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев.
Канашсене вара хулара хăй вăхăтĕнче çул сарнă чухне дренажсем туса хăварманран йĕпе-сапара кỹленчĕксем сарăлса выртни пăшăрхантарать. Михаил Васильевич ку ыйтупа ĕçлеме пикеннине каларĕ, малашлăхри плансемпе паллаштарчĕ.
Раççее хирĕç ытти çĕршывсем санкци йышăнни агропромышленность комплексне аталанма майсем туса панине, ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче хальхи вăхăтри технологисемпе, техникăпа ĕçлеме тăрăшнине, ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсем те пĕчĕкех маррине асăнчĕ Михаил Васильевич журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Сĕтпе çĕр улми хакĕсем йỹнелни ăна та пăшăрхантарать, анчах çак йывăрлăхран тухас тесен продукци пахалăхне ỹстереме, "иккĕмĕш çăкăра" туса илнĕ чухне тăкака пĕчĕклетме тăрăшмалли пирки чарăнса тăчĕ. "Советская Чувашия" хаçатра вăй хуракан актуаллă темăсенчен пĕрне _ ял хуçалăхĕнче агрономсем, инженерсем çитменнине _ çĕклесен Михаил Васильевич ялта тĕпленес текен çамрăксене паракан пулăшусем пирки ăнлантарчĕ. Патшалăх халь çурт-йĕр тăвас е туянас текенсене тăкакăн 70 проценчĕ таран каялла тавăрса памалла мар субсиди парать. Унччен яш-кĕрĕм кăна çак çăмăллăхпа усă курайнă пулсан халь аслăраххисене те тивĕçет. Ял хуçалăхĕнче тата шалăва пысăклатмалла, ку вара ертỹçĕсенчен килет.
Пирĕн республикăра унччен хăмла туса илессипе аван ĕçленĕ, анчах юлашки çулсенче ăна тĕрлĕ сăлтавпа çитĕнтерме пăрахрĕç. Çак культурăна ỹсте- рессипе те çĕнĕрен ĕçлеме тытăннине пĕлчĕç журналистсем.
Çĕнтерỹ кунĕ çывхарнă май массăллă информаци хатĕрĕнче вăй хуракансем Михаил Васильевичран "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тăванĕсенчен кам та пулин хутшăнни пирки те интересленчĕç.
Республика Пуçлăхĕ "Вилĕм-сĕр полк" акцие хутшăнма ывăлĕ кăмăл тунине, май пулсан хăй те тухнине, фашистсене хирĕç тăрса ашшĕ те аллине пăшал тытнине пĕлтерчĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен капиталлă юсав ыйтăвĕ те пресс-конференци темисенчен пĕри пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ халăх паракан нухрата тĕллевлĕ çеç усă курнине, анчах хăш-пĕр çынсем парăмпа вăхăтра татăлманран 300 млн тенкĕ пухса çитерейменнине пĕлтерчĕ.
_ Ялсенче пĕчĕк комплектлă шкулсем хупăнаççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă? _ кăсăкланчĕ "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ.
_ Хăш шкулта 3-5 ача кăна вĕренет, çавсене çеç хупаççĕ. Вĕренекенсене çывăхри пĕлỹ çурчĕсене автобуспа турттараççĕ. Конкуренци пур çĕрте ачасем те тăрăшарах вĕренеççĕ, вĕсене малалла аталанма та условисем пур, _ терĕ республика Пуçлăхĕ ыйтăва хуравласа.
Чăнах та, юлашки çулсенче республикăра çĕнĕ шкулсем хута каяççĕ. Кăçал Комсомольски районĕнче тата Шупашкарта пĕлỹ çурчĕсем уçма палăртнă. Малашне те çуллен 3-5 объектран кая мар тумалла.
Пресс-конференцинче тĕп хулари трактор тăвакан завод хупăннипе, ялсенче культура çурчĕсем тăвассипе, спорт комплексĕсем уçассипе те ыйтусем пулчĕç. Хускатман тема юлмарĕ те пуль. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пĕринчен те айккинелле пăрăнмарĕ, журналистсен кăмăлне тивĕçтерекен хуравсем пачĕ.
Алексей САЛМИН, пичет ветеранĕ, Патăрьел:
_ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе пресс-конференци ирттерни пурнăçра халăха хумхантаракан ыйтусене тỹрреммĕнех татса пама пулăшать. Чăваш наци телевиденийĕпе хыпарсен кăларăмĕнче кăтартнă сыпăксенчен Михаил Васильевич кашни ыйтăва туллин хуравлама тăрăшни сисĕнчĕ. Маншăн уйрăмах ял хуçалăхне пулăшу парасси чакманни пирки пĕлтерни кăмăллă пулчĕ. О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)