29 апреля 2016 г.
"Малтанхи сасăлава хутшăнакансенчен пĕри те, вăл миçемĕш вырăн йышăннине пăхмасăр, "Единая Россия" партин куç умĕнчен каймĕ", _ пĕлтернĕ "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов. Унсăр пуçне çапла хушса хунă: "Çĕршывра вăйлă политика партийĕ шутланакан "Единая Россия" умĕнче тăракан мĕн пур тĕллеве сасăлава хутшăнма кăмăл тунă пĕр командăпа татса парăпăр".
Партине çĕнĕ çынсем килмелли пирки правительство пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин председателĕ Дмитрий Медведев малтанхи сасăлава хутшăнакансемпе çĕршыв президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ тĕл пулура та каларĕ. Видеоконференци режимĕпе йĕркеленĕ тĕл пулăва çĕршывăн 85 регион представителĕсем хутшăнчĕç.
Дмитрий Медведев малтанхи сасăлав политика карьерине тăвас тĕллев тытнă çынсем хăйĕн кандидатурине ирĕккĕн тăратса суйлава хутшăнма май пани тесе палăртнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл "Единая Россия" çĕршыв шайĕнче малтанхи сасăлав ирттерсе партине май пур таран çĕнĕ граждансем килччĕр тесе йĕркеленине те аса илтернĕ. Унăн сăмахĕсенчен малтанхи сасăлав тапхăрĕнче виçĕ пине яхăн кандидатурăна суйласа илни паллă. Вĕсенчен икĕ пине яхăн çын _ "Единая Россия" парти членĕ, тепĕр пинĕшĕ _ нимĕнле партинче те тăманскерсем, çапах "Единая Россия" партин, президентăн курсĕпе пырса политика пурнăçне хутшăнма хатĕрскер- сем.
Раççей Президенчĕ тата "Единая Россия" парти никĕслевçи Владимир Путин малтанхи сасăлав çĕннине, общество пуласлăхĕшĕн суйлавра малтанхи утăм тăвакан малашлăхлă çынсене шырама май паракан эффективлă инструмент вырăнне пулнипе килĕшнĕ. Хальхи вăхăтра политикăра та профессионалсем кирлине уйрăммăн палăртнă.
"Политикăра ĕçлени çеç çителĕксĕр,_ хушса хунă Владимир Путин. _ Унсăр пуçне чун-чĕререн лару-тăрăва лайăх еннелле улăштарас, обществăшăн, уйрăм çынсемшĕн, конкретлă çынсемшĕн ĕçлеме тăрăшакан пулмалла". Владимир Путин юлашки çулсенче "Единая Россия" тĕп политика вăйĕ пулнине палăртнă. Çакă çĕршыв парламентĕнчи депутатсен йышĕнчен çеç мар, вĕсен политика характерĕнчен те курăнать. Вăл малашне те парти çынсен лайăх пурнăçĕшĕн тăрăшса яваплă тата виçеллĕ политикăна малалла тăснине шантарнă.
Владимир Путин малтанхи сасăлава хутшăнакансенчен тĕрĕс тата конкурентлă кĕрешỹ пулнине кăтартма ыйтнă. Çавăн пекех вăл политик е çын хулпуççийĕ çине тиенекен яваплăх пирки те аса илтернĕ.
"Ку йывăр тиев, мĕншĕн тесен экономика, социаллă сфера валли тунă çăмăл мар йышăнусем пирки кашни çынна чĕри патне çитермелле ăсталăхпа ăнлантарса памалла" _ çапла суннă юлашкинчен çĕршыв президенчĕ малтанхи сасăлав участникĕсене.
Малтанхи сасăлава хутшăнакан "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн ертỹçи Николай Малов хăйĕн шухăшне çапла палăртнă: "Эпир питĕ пысăк эмоци зарячĕ илтĕмĕр, пирĕн президент хыçĕн- че мĕнле хăватлă команда пулнине ăнлантăмăр. Эпир пурте тăван Чăваш Еншĕн тата çĕршывшăн кăмăлтан ĕçлеме хатĕр", _ пĕлтернĕ Николай Малов
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)