АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек асран тухмĕ

29 апреля 2016 г.

1986 çулхи акан 26-мĕшĕнче Чернобыльти атомла электростанцинчи аварипе çыхăннă инкек тĕнчене кисретрĕ темелле. Унтанпа вăтăр çул хыçа юлчĕ пулин те усал аса илỹсем асран тухмаççĕ.

Чернобыль çĕр-çĕр çын пурнăçĕнче тискер ỹкерчĕк пек çырăнса юлчĕ. Чернобыль аварине сирме мĕн чухлĕ çын хутшăннине ку та- ранччен те тĕрĕс палăртман темелле. Хăш-пĕр çăлкуçа ĕненес пулсан 1986-1992 çулсенче 600000 ликвидатора тата 30 çухрăмлă зонăри ĕçсене пурнăçлама пĕр миллион ытла çынна явăçтарнă. Вĕсем, тĕпрен илсен, Украина, Беларуç, Раççей, Казахстан, çавăн пекех СССР тытăмĕнче пулнă ытти республика гражданĕсем. Чăваш Ен те çак инкекрен айккинче тăрса юлман. Официаллă статистика кăтартакан хисеп _ 1567 çын. Вăл шутра пирĕн Патăрьел ра- йонĕнчен те хăрушă пăтăрмаха парăнтарма хутшăннă. Вĕсенчен пĕри Тăрăн ялĕнче пурăнакан П. Думилин. Сăмах май каласан, Петр Павлович районти "чернобылецсен" обществине вунă çул ытла ертсе пырать. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Е. Абужарова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак сăлтавпа çăмăллăхсем илсе тăракан тăхăр çын. Радиацие тасатнă, çынсен сыв-лăхĕшĕн сиенсĕрлетнĕ çĕрте виçĕ уйăх тăрăшнă çак хастар паянхи кунчченех хăйсен пĕрлĕхне çирĕп тытса тăрать, кирлĕ чухне хăйсен обществин членĕсене хỹтĕлет, вĕсен ыйтăвне татса панă çĕрте те хутшăнать.

Сăмах май каласан, акан 26-мĕшĕнче тĕп хуламăрта Чернобыльти аварипе çыхăннă инкек сăлтавĕпе пурнăçран маларах уйрăлнă юлташĕсене асăнса тĕп хуламăрта ирттернĕ траурлă митинга Петр Павлович Думилин та хутшăннă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика