29 апреля 2016 г.
Чăваш Республикинчи сывлăх министерстви çĕнĕ проекта "Медицина _ манăн туртăм" ĕçе кĕртрĕ. Ăна Ĕç çынни çулталăкне халалланă. Мĕнпе çыхăннă-ха вăл? Шурă халатлисен ĕçне вырăна хурса хаклассипе. Тăрăшуллисен ăсталăхне анлăн сарассипе. Пĕрлех врач ĕçĕн сумлăхне хăпартасси, статусне ỹстересси те пулĕ.
Районта сывлăх хуралĕнче 89 врачпа 351 вăтам медицина ĕçченĕ вăй хурать. Мероприяти вăхăтĕнчи "Тавтапуç, врач", "Тавтапуç, медицина сестри" акци вара пациентсене шăпах уяв тата кану кунĕсемсĕр ĕçлекен сывлăх сыхлавçисене ырă сăмахсем калама пулăшĕ. Çакна сывлăх министерствипе район больницин сайчĕсенче _ www.medicin.cap.ru тата www.batyrevo-crb.med.cap.ru _ те палăртма пулать. Структура подразделенийĕсенчи ятарлă ещĕксене тав çырăвĕсене, сăн ỹкерчĕксене, сăвăсене, ỹкер- чĕксене яма май пур. Вĕсене пурне те илсе тишкереççĕ, вулаççĕ, пĕтĕмлетỹ тăваççĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)