29 апреля 2016 г.
Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче _ пушар хуралĕн кунĕ. Историрен паянхи "01" служба ĕçне Алексей Романов вырăс патши йĕркелесе яни паллă. Вут-кăвара хирĕç кĕрешекенсем çынсене синкерлĕ инкексенче пулăшма пикенни 367 çул çитет. Паян пирĕн районти оперативлă службăра 28 сотрудник тăрăшать, вут-кăвара парăнтарма тĕрлĕ-рен пилĕк техника ĕçлет. Хисеплĕ ветерансемпе те çыхăну тытсах тăратпăр. Яваплă служба ĕçченĕсене уяв ячĕпе ăшă сăмах каланă май, çăмăл мар ĕçре пысăк хастарлăх сунатăп.
А. ТУКМАКОВ, районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)