29 апреля 2016 г.
Мăн кун авалхи чăваш календарĕнче çулталăка пуçласа яракан пĕрремĕш кун пулнă. Ăна кĕтсе илме ачасем ирех, ялтан мал еннелле выртакан ту айккине чупнă. Ваттисем те унта тухнă. Мăн кун пĕлĕтлĕ килсен ачасем ăна такмак каласа йыхравланă. Хĕвел ташласа тухнă вăхăтра ваттисем ача-пăча çине тырă сапаççĕ, хăмла вĕçтереççĕ.
Хĕвел тухсан ачасем яла таврăнаççĕ. Кашни хапха умĕнчех вĕсене тăванĕсем кĕтсе тăраççĕ, кучченеçсем, пĕветнĕ çăмартасем параççĕ. Мăн кунра малтан хĕр-упраç килсен выльăхсем тына-путек тăваççĕ, ывăл-ачасем килсен вăкăр-така тăваççĕ тенĕ.
Мăн кун тĕлне ача-пăча савăнтăр тесе çитĕннисем таканкки лартса панă. Кăнтăрла тĕлнелле унта каччăсемпе хĕрсем пуçтарăннă. Каç енне сулăнсан вара уяв йăли-йĕркине ваттисем малалла тăснă.
В. ФЕДОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)