Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнӗ ятпа – тӗнче историйӗн аталанӑвне тӗпрен улӑштарнӑ, ҫӗршывӑмӑра никама пӑхӑнман тата вӑйлӑ патшалӑх пек, тӗнчене нацизм пусмӑрӗнчен ирӗке кӑларнӑ малта пыракан аслӑ ҫӗршыв пек малалла аталанма майсем туса панӑ пулӑмпа – пӗтӗм чунтан саламлатӑп.
Пирӗн мӑн асаттемӗрсен паттӑрлӑхӗ ӗмӗрлӗхех вышкайсӑр хастарлӑх тӗслӗхӗ, мӑнаҫланмалли пулӑм, Тӑван ҫӗршыв мухтавлӑхӗпе хӑватлӑхӗн символӗ пулса юлӗ.
Ҫав хӑрушӑ вӑрҫӑри ҫӗнтерӗве пирӗн халӑх калама ҫук пысӑк йывӑрлӑхсене парӑнтарса, миллионшар ҫынна яланлӑхах ҫухатса, таврӑнми йывӑр та хурлӑхлӑ ҫухатусем тӳссе ҫӗнсе илнӗ. Ветерансен чӗрисенче ҫав ылханлӑ ҫулсем кӳрсе хӑварнӑ сурансем нихӑҫан та тӳрленеймӗҫ, вӗри куҫҫуль йӳҫекӗ тата чӑтса ирттернӗ асап-нуша та манӑҫаймӗҫ.
Анчах йывӑрлӑхсем аслӑ халӑха хуҫайман. Пирӗн ҫӗршыв ӗҫченӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче халӑх хуҫалӑхне кӗске вӑхӑтрах ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратнӑ, Раҫҫейӗн килес ӑрӑвӗсене мирлӗ пурнӑҫ тӑнӑҫлӑхне, таса тӳпе илемлӗхне парнелес тесе юнлӑ ҫапӑҫусен тата ытла та хӑрушӑ аркатусен йӗрне ҫӗр питӗнчен шӑлса тӑкнӑ.
Эпир ветерансен умӗнче ӗмӗрлӗхех парӑмра. Вӗсен паттӑрлӑхӗ паян та пире тӑрӑшса ӗҫлеме, тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх тата тӗрӗслӗх идеалӗсемпе ҫунатланса Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса тӑма хавхалантарать, ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парса ӳстерме пулӑшать.
Ҫак уяв кунӗнче, айтӑр-ха, пурте хамӑрӑн ветерансене пӗрле саламлар, вӗсене ытларах тимлӗх уйӑрса май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшар, чӗремӗрсен ӑшшине парнелер, чунтан тав туса ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл тата мӗнпур лайӑххине сунар!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев