06 мая 2016 г.
Хисеплĕ тăванăмăрсем! Совет салтакĕн паттăрлăхĕ пирĕншĕн яланах тăван халăхăн кăмăл çирĕплĕхне, паттăрлăхне, хăюлăхне çирĕплетсе паракан символ вырăнĕнче пулĕ. Паян эпĕ хисеплĕ ветерансем умĕнче çĕре çити пуçăма таятăп. Манăн мăн асатте пекех вăрçă хирĕн- чен таврăнайман салтаксем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асăмăрта упранч-чăр.
Хисеплĕ тăванăмăрсем! Сире пурне те Аслă Çĕнтерỹ кунĕпе саламлатăп! Чун-чĕрери ăшăлăхпа сирĕн çемйĕрсене сывлăх, вăй-хăват, савăнăç, ăнăçупа килĕшỹ сунатăп.
А. АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин депутачĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)