08 мая 2016 г.
Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем, хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире пĕтĕм халăхăн аслă уявĕпе _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнĕ ятпа саламлатпăр! Çĕнтерỹ кунĕ _ вилнисен палăкĕ, чĕррисен награди, паттăрлăхпа чăтăмлăх тĕслĕхĕ. Ку уявăн чикки çук _ ăна Раççейĕн кашни кĕтесĕнче чаплăн паллă тăваççĕ. Хаяр тĕрĕслев çулĕ çинче совет салтакĕн ăс-хакăл вăйĕ, виçме çук паттăрлăхĕ, тăван çĕршыва, тивĕçе чун-чĕререн парăнни калама çук вăйлă палăрчĕç.
Вăрçă пĕр çемьерен те айккинче иртмен. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме Чăваш Енĕн 208 пин ытла ывăлĕпе хĕрĕ тăнă, вĕсенчен 106 пин çын килĕсене таврăнайман. Патăрьел районĕнчен вăрçă хирне 8 пин ытла çын, çав шутра 41 хĕрарăм тухса кайнă.
Хисеплĕ ветерансем! Эсир çĕршыва фашизмран хỹтĕ- лесе çеç мар, вăрçă хыççăн çĕршыва ура çине тăратас тĕлĕшпе те хăрушă йывăрлăхсене тỹссе ирттернĕ. Тавах сире, çапăçури тата ĕçри паттăрлăхшăн. Фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсем, салтак арăмĕсем, вăрçă ачисем умĕнче пуç таятпăр!
Аслă Çĕнтерỹ 71 çул тултарнă ятпа чĕререн саламласа сире тата сирĕн çемйĕрсене çирĕп сывлăх, ырлăх, вăрăм ĕмĕр, телей сунатпăр.
М. ПЕТРОВ, район пуçлăхĕ. Р. СЕЛИВАНОВ, район администраци пуçлăхĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)