АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Малов: "Ĕç çыннине _хисеп"

06 мая 2016 г.

Майăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта Çуркуннене тата Ĕç уявне хисеплесе савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Кăçал çак ятпа йĕркеленĕ демонстрацине республикăн тĕп хулинче пурăнакансемпе хăнасем _ 32 пин ытла çын _ хутшăннă. Политика партийĕсенчен, профсоюзсенчен, Шупашкарти организаципе предприятисенче ĕçлекенсенчен йĕркеленнĕ колонна тĕп урамсемпе утса тухнă хыççăн Хĕрлĕ Лапама пуçтарăннă. "Единая Россия" парти представителĕсем нумайăн пулнă, çакă вăл ертс пыраканнисенчен пĕри пулнипе те çыхăннă.

Çуркунне тата Ĕç уявне çулленех ватти-вĕтти те хутшăнать. Чылайăшĕ мероприяти савăнăçлă кăмăл, хамăр çĕршывшăн мăнаçлăх тата çутă малашлăх валли шанчăк çуратнине палăртать. Çак кун çамрăксем хăйсем ача чухне демонстрацине тухнине аса илеççĕ, аслисем тепĕр хут яшлăха таврăнаççĕ.

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов Майăн пĕрремĕшĕнчи уява хутшăнса çынсем çапла майпа хамăр çĕршыв историне, ĕç çыннине, ветерансене сума сунине палăртнă. "Чăваш Енре 2016 çул _ Ĕç çынни çулталăкĕ. Çак çулталăк тата уяв пирĕнте тата та ытларах яваплăх çуратать, апла пулсан пирĕн хамăр умма лартнă задачăсене тата палăртнă тĕллевсене пурнăçламалла", _ тенĕ Николай Малов Мăн кун ячĕпе христиансене саламласа Ĕненỹ, Шанчăк тата Юрату суннă май.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика