06 мая 2016 г.
Патшалăх Думи апрелĕн 22-мĕшĕнчи пĕрремĕш вулавпа аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕмелли йĕркесене тата тĕрĕслев экзаменĕсене сыхласа хăвармалли пирки саккун проектне йышăнчĕ. Ку енĕпе "Единая Россия" парти депутачĕсен ушкăнĕ пуçаруçă пулчĕ.
"Çакă хăш-пĕр аслă вĕренỹ заведенийĕсем 2014 çулта унта кĕмелли экзаменсен переченне улăштарнипе те çыхăннă. Çавна май абитуриентсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне питĕ пăлхантарать. Вĕсем вĕренме кĕмешкĕн маларах палăртнă экзаменсене хатĕрленнĕ, çуркунне вара пачах урăххисем кирлине пĕлнĕ", _ тесе пĕлтерчĕ "Ача сачĕсем _ ачасене" парти проекчĕн ертỹçи, Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова. Вăл çак ĕçре "Единая Россия" вăхăтра хутшăнса йĕрке тунине палăртрĕ. Çакăн пек лару-тăру урăх ан пултăр тесе вĕренме кĕмелли экзаменсене октябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн улăштарма юраманни пирки саккун кĕртнĕ.
"Маларахри тĕрĕслеве экзаменччен çеç улăштарнине абитуриент умĕнче килĕшỹллĕ мар тесе шутлатăп, вĕсене пахалăхлă хатĕрленме вăхăчĕ те çителĕксĕр. Халĕ пулас студентсем хăйсене малалла вĕренме кайма мĕнле экзамен тытмаллине 9 уйăх маларах татăклăн пĕлме пултараççех", _ палăртнă депутат.
Унăн сăмахĕ тăрăх сентябрĕн 1-мĕшĕччен Раççей наука тата вĕрентỹ министерстви аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕмелли экзаменсен переченне çирĕп- летме кирлех.
"ВУЗсене кĕмелли йĕркесем маларах паллă пулмалла",_ терĕ Патшалăх Думин промышленность комитечĕн членĕ, саккун проекчĕн пуçаруçисенчен пĕри А. Когогина.
"Аслă вĕренỹ заведенийĕсе- не кĕрес ыйтусем абитуриентсемпе ашшĕ-амăшне хумхантараççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн сроксене çирĕплетни аслă пĕлỹ илме хатĕрленекен выпускниксен правине хỹтĕлессине ỹс- терет, _ тенĕ парламентарий. _ Çавна май каччăсемпе хĕрсем мĕн пур нюанссене пĕлсе тăма пултараççĕ, хăш экзамена тĕплĕнрех хатĕрленме кирлине пĕлсе пĕлỹ пухаççĕ".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)