АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ уявĕпе çыхăннă

06 мая 2016 г.

 Программа Паянхи куна районта 38 вăрçă ветеранĕ, 193 салтак арăмĕ, 1016 тыл хастарĕ пурăнать

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитнине халалланă кунсем ял тăрăхĕсенче маларахах пуçланчĕç. Акă, çак кунсенче çеç Пăлапуç Пашьелĕнчи канупа культура паркĕнче Асăну аллейине уçрĕç. Волонтерсен хастарлăхĕпе "Георгиевская лента" акци те районта анлăн сарăлчĕ. Унсăр пуçне "Дерево Победы", "Письмо Победы", "Военная открытка" акцисем те вырăнсенче ăнăçлă иртсе пыраççĕ.

Майăн 9-мĕшĕпе çыхăннă чи пĕлтерĕшлĕ мероприяти _ ра- йон центрĕнче тата ял администрацийĕсенче Çĕнтерỹ кунĕпе çыхăннă митингсене йĕркелесе ирттерсе ярасси. Тĕпрен илсен ялсенче çак çутă уява паллă тума майăн 8-мĕшĕнче паттăр салтаксене хисеп туса лартнă палăксем умне пуçтарăнĕç. Патăрьелĕнчи митинг вара яланхиллех майăн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче 10 сехетре пуçланать. Уяв саламĕсем хыççăн çамрăк армеецсен, Афганистанри тата Чечняри вăрçăсен ветеранĕсен, техникăсен парачĕ иртет. Ĕç коллективĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн уяв концерчĕ пуçланĕ. Каçхине вара уяв салючĕ Патăрьелсене савăнтарĕ.

Çĕнтерỹ кунĕпе çыхăннă уява республикăн тĕп хулинче _ Шупашкарта та _ анлăн паллă тăваççĕ. "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунă уява чыслăн паллă туни _ çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре хăватлă ресурс шутланать", _ çапла хак панă Михаил Игнатьев уява хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика