06 мая 2016 г.
Шăнкăртамра пурăнакан Султания Минегалиевна Айзатуллова 70 çултан иртнĕ пулин те ашшĕ ăшшишĕн паян та тунсăхлать. Çук çав, ашшĕ ăшшине туйма пỹрмен ăна, вăрçă татнă ĕмĕтне. Кил хуçи те хĕрне пĕрре те тытса юратса курайман. 1942 çулта Тăван çĕршыва фашистсенчен хỹтĕлеме тухса кайнă чухне мăшăрĕ улттăмĕш уйăх чĕри айĕнче çĕнĕ "кайăка" йăтса çỹренĕ. Ржевск хулишĕн пынă пĕр çапăçура тăшман пульли арçын пурнăçне 1943 çулта вăхăтсăр татнă. Султания Минегалиевна амăшĕ ывăлĕпе тата алăри ачипе тăлăха тăрса юлнă.
Çулсем пĕрин хыççăн тепри иртеççĕ. Чаршав карса та чарма çук вĕсене. С. Айзатуллова та тахçанах анне ятне илтнĕ, халь мăнукĕсем те пур. Пĕрех хĕрарăма ашшĕ шăпи кăсăклантарнă. Çывăх çыннин вил тăприне тупас шухăш та тĕвĕленнĕ. Ĕмĕтне пурнăçлама вара ăнсăртран пулса иртнĕ ĕç пулăшнă.
_ Пирĕн çурт çырма хĕрринерех вырнаçнă. Унта ялан ăпăр-тапăр килсе пăрахаççĕ. Пĕринче мăшăр _ Миназым _ "Ас тăвăм" ятлă кĕнеке тупса кĕчĕ. Кунта вăрçăра вилнисен ячĕсене тата вĕсене ăçтарах пытарнисене йăлтах çырнă. Интересленсе кайсах аттене шырама пикентĕмĕр. Шăпах çавăнтан çывăх çыннăмăра, Минигали Мавлетович Махмутова _ Ржевск патĕнчи Медведевăра пытарнине пĕлтĕмĕр, _ тет хумхануллăн Султания Минигалиевна.
_ Мадина хĕрĕм çавăнти çар комиссариатĕнче ĕçлекенсемпе интернет урлă çыхăну тытма пуçларĕ. Шăп 73 çултан аттене шыраса тупрăмăр. Пĕлтĕр вара мана шăпа унăн вил тăпри çине çитсе килме пỹрчĕ. Тăраниччен аттепе калаçрăм, хамăн çемье пирки каласа патăм... Минигали Мавлетович малтан Абрамово ялĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă пулнă, 1954-1956 çулсенче Ржевск çывăхĕнче вилнисене çĕнĕрен çывăхри ялсенчи масарсем çине куçарнă. Медведевăри çăвара Тăван çĕршыва хỹтĕлесе вилнĕ 1380 çынна пытарнă, анчах 240-шĕн кăна ячĕ-шывĕ паллă. Ыттисем вара _ ятсăр çĕнтерỹçĕ-салтаксем.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)