11 мая 2016 г.
ЫРАН, майăн 12-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери медицина сестрисен кунĕ. Шурă халатлисен "çарĕ" пирĕн районта та пысăк. Паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕн-че 350 медицина сестри тăрăшать. Вĕсенчен 180-шĕ аслă категориллĕ, 21-шĕ пĕрремĕш, çиччĕшĕ иккĕмĕш категориллĕ специалистсем.
Хисеплĕ медицина ĕçченĕсене район пуçлăхĕ М. Петров тата район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ăшшăн саламлаççĕ, çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)