11 мая 2016 г.
ÇĔНТЕРỸ кунĕ умĕн, майăн 8-мĕшĕнче, Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм ялĕнче сиксе тухнă инкек республикăна туххăмрах сарăлчĕ. Çурçĕр иртсен хыпса илнĕ пушарта харăсах çичĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ _ ачасем.
Малтанхи тĕпчевсем вут-кăварпа çыхăннă пысăк йăнăш кăмакапа вут хутнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене шута илменни, пăхăнманни.
Районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен пирĕн районта 12 пушара шута илнĕ, вĕсенчен шăпах çак сăлтавпа пушарниксем пилĕк хутчен вутпа куçа-куçăн тăнă. Юрать-ха, пăтăрмах синкерлĕ вĕçленмен. Çавăнпа та мунча хутнă е ытти сăлтавпа кăмака чĕртнĕ чухне ăна никамсăр е пĕчĕк ачапа çеç пăрахса хăвармалла мар. Кăмака мăрйисене вăхăтран-вăхăта тасатса тăни те пĕлтерĕшлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)