11 мая 2016 г.
КУЧУХНЕ тĕрлĕрен инкек-синкекре, аварисенче суранланса е тата урăх чирпе пулăшу кирлĕ çынсем тупăнсах тăраççĕ. Шăпах вĕсемшĕн юн сывлăш пекех кирлĕ. Сиплев учрежденисенче плазма саппасра яланах пулмалла. Çак тĕллевпе пирĕн районта çулталăкне темиçе хутчен те Донор кунне йĕркелеççĕ. Çак кунсенче çеç Первомайскинчи участок больницине яланхи пекех Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ ял тăрăхĕсенчен хăйсен ирĕкĕпе сăваплă ĕç тума хатĕр хастарсем пуçтарăннă. Канашран килнĕ специалистсемпе вырăнти участокри ĕçченсем çак кунхине 22 литр паха юн шĕвекне илнĕ.
Сăмах май каласан, сывлăх тĕлĕшĕнчен пур енĕпе те юрăхлă хĕрарăмсен çулталăкне тăватă, арçынсен вара пилĕк хутчен çеç донор пулма юрать. Çав хушăра вара организма тĕреклетмелле, çĕнетмелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)