АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсем _ çаран çинче

11 мая 2016 г.

 Çанталăк кунран-кун ăшăтса пырать. Улăх-çаран та самаях ешерчĕ. Ĕнесене вăй илме, продуктивлăха ỹстерме сĕтеклĕ апат кирлине шута илсе ялсенче выльăхсене кĕтĕве илсе тухрĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара вĕсене çуллахи лагере куçарас тапхăр пырать. Çак ĕçе специалистсен яваплăха туйса пурнăçламалла. Кĕтỹ çỹрекен вырăнсене чи малтан хуçалăхри зооветспециалистсемпе агрономсен тĕрĕслесе тухмалла.

Ял кĕтĕвĕ çỹрекен вырăнсене ял тăрăх пуçлăхĕсем хăйсем комисси туса пăхса тухма пултараççĕ. Çырма-çатраллă çĕрте çỹп-çап, çĕрнĕ çĕр улми, выльăх кăшманĕ тата ытти те нумай. Инкек-синкек курас мар тесен маларах тасатмалла. Выльăхсене кĕтĕве тата çуллахи лагере кăлариччен тĕрлĕ чир-чĕре хирĕç профилактика мероприятийĕсем ирттермелле. Хыткан та хавшаккисене тулăхрах рационпа тăрантармалла, çывăхри курăк ани çине кăлармалла. Ĕнесен чĕрнисене, мăйракисен вĕçĕсене касмалла.

Çуллахи вăхăтра ĕне-выльăха усрамалли чи ансат мел вăл _ çуллахи лагерь. Лагерь валли тикĕс, кăштах сăртлăрах вырăн аван. Унта ĕнесене хупмалли тăрăллă карта, пăрулаттаракан уйрăм, çамрăк выльăхсем валли хỹтлĕх, сĕт сумалли тата ĕçлекенсене кĕрсе лармалли вырăнсем пулмалла. Искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли тата ветеринари пункчĕсем кирлĕ. Лагерьте ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнмалла, сунă сĕте тасатмалли, сивĕт- мелли, упрамалли вырăнсем тумалла.

Кашни выльăх ушкăнне уйрăм лаптăк çирĕплетсе памалла. Курăк çинче çỹренĕ чухне вĕсем организмне белоксемпе, витаминсемпе, микроэлементсемпе пуянлатаççĕ. Хĕвел çинче тата уçă сывлăшра çỹрени çамрăк выльăхсене тĕреклĕ çитĕнме май парать. Кĕтỹри выльăхсем продукци парассине те ỹстереççĕ. Уйрăмах çакă сăвакан ĕнесен палăрать.

Ĕнесемпе пăрусене кĕтỹ хыççăн улăм, утă, минераллă хутăш, тăвар памалла. Хĕвел тивесрен те асăрханмалла. Шăрăх вăхăтра тăрăллă картара тытмалла.

Сăвăм, ỹт хушаслăх ỹсесси кĕтỹçрен нумай килет. Выльăх пăхакансен ĕçне тĕрĕс йĕркелемелле.

Выльăхсем çуллахи лагерьте чухне витесене çитес хĕл валли юсасси пирки те манмалла мар. Дезинфекцилеме тата ытти ĕçсене пурнăçлама районти ветеринарипе санитари отрячĕ пулăшма пултарать.

П. ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕ- семпе кĕрешекен станци начальник

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика