11 мая 2016 г.
Тухăç мĕнле пуласси вăрлăхран нумай килнине эпир, çĕр ĕçченĕсем, пурте лайăх пĕлетпĕр. Мĕн акатăн, çав шăтать тесе ваттисем ахальтен каламан.
Вăрлăха кондицие лартасси, ăна çĕнетесси _ кашни агрономăн, фермерăн тивĕçĕ. Унччен аталаннă хуçалăхсенче вăрлăхсене калибрлама тăрăшнă, сыхласа усрама уйрăм кĕлетсем пулнă. Вĕсене секцисене пайланă, номерсем лартнă. Уйрăмсем тулса пынă май этикеткăсем çине вăрлăхăн "паспортне" çырнă. Вăрлăх тĕрĕслекен инспекцинче вăй хуракансем хăйсем те килсе сăнасах тăратчĕç.
Паян, шухăшласа пăхсан, тĕлĕнмелли çителĕклех. Хăш-пĕр хуçалăх ертỹçисем, арендаторсем вăрлăхсене инспекцине тĕрĕслеттерме илсе кайиччен сĕтел çине сарса суйлаççĕ, тет. Çакăн хыççăн тин материала леçсе параççĕ. "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче тăрăшакансем мĕн илсе килнине пăхса параççĕ. Сăмах май, вăрлăх тĕрĕслекенсен хуçалăхсене те тухса çỹ- ремелле.
Ял пурăнтăр, хуçалăх аталантăр тесен çĕре тĕп тупăш çăл куçĕ вырăнне хумалла, апла пулсан вăрлăхпа суйма юрамасть. Кĕркунне çитсен хамăр ултавçă пулнине систерес мар тесе халăх умĕнче çỹлти Турă тухăç памарĕ тесе айванланас марччĕ.
Çĕре тата çĕр ĕç культурине вырăна хумасан, минераллă удобренисемпе, тислĕкпе усă курмасан малашне тухăç ỹсесси пирки шухăшламалли те çук. Тăпра вара çуллен хăйĕн пулăхлăхне çухатса пырать, ăна апатлантармаллах.
Çĕршыв ертỹçи тĕллевлĕ усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене туртса илсе аукцион урлă лайăх тăрăшакансене пама сĕннĕ. Йĕркесĕрлĕх ирĕксĕрех çирĕп мерăсем йышăнма хистет, унсăрăн малалла талпăнма йывăр пулĕ.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)