13 мая 2016 г.
РАЙОНТИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен районта 12 хутчен пушар уйрăм кил хуçалăхне шар кăтартнă. Вĕсенчен çуррине яхăн, пиллĕкĕшĕ, Хирти Пикшик ял тăрăхĕнче пулни вара шухăшлаттаратех. Юлашкинчен те районти "01" служба сотрудникĕсем çак ялтах вут-çулăма парăнтарас тесе самай кĕрешнĕ. Çур çĕр иртсен Вахитовсен хуçалăхĕнче сасартăк пушар алхасма пуçланă, çурт-йĕр- пе хуралтăна йăлтах юрăхсăра кăларнă. Хальлĕхе инкекĕн сăлтавĕ паллă мар, ку ыйтупа ятарлă специалистсем ĕçлеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)